Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Кураковпа университет пирки — ҫӗнӗ кенеке

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.01.2012 20:06 | 1764 хут пӑхнӑ
Кӗнеке хуплашки
Кӗнеке хуплашки

Мускаври «ЮниВестМедиа» издательствӑра Лидия Филиппова журналист-публицистӑн, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн директорӗ-тӗп редакторӗн, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн «Ректор — это призвание» ятлӑ кӗнеки 1 пин тиражпа кун ҫути курнӑ. Ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитнине халалланӑ.

704 страницӑран тӑракан сумлӑ кӗнекере университета 1990-2009 ҫулсенче ертсе пынӑ паллӑ экономист, политика тата общество ӗҫченӗ Лев Пантелеймонович Кураков ҫинчен, ҫав тапхӑрта аслӑ шкул мӗнле аталанни ҫинчен вуласа пӗлме пулать.

Ку кӑларӑм Лидия Ивановнӑн 9-мӗш кӗнеки шутланать. Сӑмах май, кӗҫех Чӑваш кӗнеке издательствинче унӑн аслӑ ҫулти шкул ачисем валли ҫырнӑ калавсемпе повеҫсен тепӗр кӗнеки — «Ылханлӑ хура ҫӗмӗрт» — тухмалла.

Маттур чӑваш хӗрне ҫӗнӗ «пепке» ҫуралнӑ ятпа ӑшшӑн саламлатпӑр, малашне тата та хӑватлӑрах ӗҫлеме вӑй-хал сунатпӑр!

#Чӑваш патшалӑх университечӗ, #Мускав, #кӗнекесем, #Чӑваш кӗнеке издательстви

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем