Тӗн
![]() Шӑматкун, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Питӗрти чӑвашсен пӗр ушкӑнӗ унти Пески районӗнчи Христос чӗрӗлӗвӗн чиркӗвӗнчи кӗлле хутшӑннӑ. Ҫав кун ваттисен праҫникӗ пулчӗ. Питӗр чӑвашӗсем Сергий ҫар ҫыннине (сӑмах чӑвашсенчен пуҫласа Совет Союзӗн Геройӗн ятне тивӗҫнӗ Сергей Николаевич Бутяков пирки пырать) халалласа литурги, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче вилнӗ чӑвашсен ҫар ҫыннисен ячӗпе панихида иртнӗ. Питӗрти чӑвашсем кӗлле пынӑ чиркӗве 1781—1787 ҫулсенче П.Е. Егоров архитектор классицизм мелӗпе тунӑ. 1934 ҫулта чиркӗве сирпӗтсе янӑ. Петр Егоров Чулхула кӗпӗрнийӗнчи Етӗрне уесӗнче 1731 ҫулта ҫуралнӑ. Питӗрти чӑвашсем халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, чиркӳре халӗ юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ, ӑна малтанхи евӗр сӑн кӗртесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |