Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Google туҫи ҫармӑс чӗлхи валли сарӑм хатӗрленӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.08.2018 12:53 | 1797 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Нумай пулмасть Google хӑйӗн GBoard программине ҫӗнетнӗ — туҫи ҫармӑс сарӑмне кӗртнӗ. Кун пирки Мари Элте тухса тӑракан «Ваш новый день» (чӑв. Сирӗн ҫӗнӗ кун) хаҫат пӗлтерет.

Раҫҫейре вырӑс чӗлхисӗр пуҫне темиҫе теҫетке чӗлхепе калаҫаҫҫӗ, — хӑй шухӑшне пӗлтернӗ GBoard программӑн техника менеджерӗ Даан ван Эш. — Вӗсене пӗлекенсен чылай чухне мобиллӗ устройствӑсенче тӑван чӗлхесемпе усӑ курма пит йывӑр. Уйрӑмах, хатӗр-хӗтӗрӗ вырӑс чӗлхипе кӑна пичетлеме май парать пулсан. Тӗслӗхрен, чылай чӗлхере хушма кириллица саспаллийӗсемпе усӑ кураҫҫӗ, вӗсем вара ахаль сарӑмра ҫук.

Туҫи ҫармӑс чӗлхине кӗртнӗ хыҫҫӑн GBoard Раҫҫейри кӑк халӑхсен 22 чӗлхипе усӑ курма май парӗ. Вӗсен йышӗнче чӑваш чӗлхи те пур. Паллах, GBoard вырӑс чӗлхипе те пичетлеме май парать.

GBoard — Андроидлӑ смартфонсем валли Google хатӗрленӗ сарӑм. Унпа усӑ курса пурӗ 400 ытла чӗлхепе пичетлеме пулать. Ытти сарӑмсемпе танлаштарсан, пичетленӗ май вӑл йӑнӑшсене тӳрлетме тӑрӑшать, тата сӑмахсене вӗҫлеме пулӑшать.

Ҫывӑх вӑхӑтра эпир ку программӑна смартфонра мӗнле вырнаҫтармаллине ятарлӑ статья хатӗрлесе ӑнлантарса парӑпӑр.

#техника, #ҫармӑс чӗлхи, #тури ҫармӑс чӗлхи, #кӳршӗре

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем