Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: 11 ҫамрӑка ялти лавккасене ҫаратнӑшӑн айӑплӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 27.08.2018 18:59 | 1390 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Шупашкарта пурӑнакан 11 ҫамрӑк, 16-24 ҫулсенчи каччӑсем, суд сакки ҫине ларӗҫ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ.

Ҫамрӑксене ялти лавккасене ҫаратнӑшӑн айӑпласшӑн. Пӗлтӗр 21 ҫулти каччӑ преступниксен ушкӑнне йӗркеленӗ, унта унӑн 4 пӗлӗшӗ кӗнӗ. Тепӗр улттӑшӗ лавкка ҫаратас ӗҫе пӗр хутчен кӑна хутшӑннӑ, ушкӑн йышӗнче пулман.

Пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 8-12-мӗшӗсенче Шупашкар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш районӗсенче ҫӗрле ултӑ лавккана ҫаратнӑ. Пӗтӗмпе ҫур миллион ытла тенкӗлӗх япала, укҫа йӑкӑртнӑ. Ҫамрӑксем тепӗр лавккана та ҫаратма тӑнӑ-ха, анчах ӗҫ ӑнман.

Юлашкинчен вӗсене полицейскисем ярса тытнӑ. Палӑртмалла: темиҫе ҫамрӑкӑн тӗрмере ларса пӗтермен айӑплав пур.

#Муркаш районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Шупашкар районӗ, #Красноармейски районӗ, #судсем, #ҫамрӑксем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем