Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Театр директорӗ пулма Валерий Клементьева шаннӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 19.09.2018 05:07 | 1950 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Валерий Клементьев
Валерий Клементьев

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ пулма ҫӗнӗ ҫынна шаннӑ. Вӑл — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Клементьев. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ пуҫлӑхпа коллектива ӗнер паллаштарнӑ.

Етӗрне районӗнчи Пупӑлькасси ялӗнче ҫуралнӑ хитре саслӑ маттур ар Турӑ панӑ пултарулӑхне малтан Шупашкарти музыка училищинче, кайран Сартури консерваторинче аталантарнӑ. Сцена ҫине тухакан чылай, анчах чӑннипех те илемлӗ те профессилле юрлакан сахал. Валерий Клементьев — чӑваш сценин чӑн-чӑн ӑсти.

Пурнӑҫӗн пӗр вӑхӑтне вӑл Сарту тӑрӑхӗнче ирттернӗ. Унта чӑвашсен наципе культурин автономийӗн ертӳҫи пулнӑ.

Валерий Клементьев виҫӗ ҫул каялла ҫур ӗмӗрхи юбилейне паллӑ турӗ. Хӑвачӗ те, пурнӑҫ опычӗ те пур унӑн. Ертӳҫӗ тилхепине тивӗҫлипе тытса пыма эпир ӑна ӑнӑҫу сунатпӑр.

#Етӗрне районӗ, #культура, #юрӑҫсем, #чӑвашлӑх, #театрсем, #тӳре-шара, #Пупӑлькасси, #Сарту

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2620.17.6411
2018.09.19 10:09
Agabazar
Чăваш наци конгресне вице-президент пулса тĕрĕс ертсе пынă çынна кунта лартни паллах питĕ тĕрĕс япала. Пултараççĕ пуçлăхсем, тĕрĕс организацилле йышăнусем тăваççĕ.
Тымар // 1039.8.4424
2018.09.28 09:17
Тӗрӗс лартнӑ тени иккӗленӳллӗ япала.
Кӗркунне тӗрӗсси курнать.("Цыплят по осени считаютъ").
Ҫулталӑк иртсен те пулин курӑпӑр тӑванӑм.
Тымар // 1039.8.4424
2018.09.28 09:27
Тӗрӗс лартнӑ тени иккӗленӳллӗ япала.
Кӗркунне тӗрӗсси курнать.("Цыплят по осени считаютъ").
Ҫулталӑк иртсен те пулин курӑпӑр тӑванӑм.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем