Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Ҫӗнӗ ФАП тесе пике яла таврӑннӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 04.10.2018 19:09 | 1453 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ
Татьяна Охотина (сылтӑмри)
Татьяна Охотина (сылтӑмри)

Паян Ҫӗрпӳ районӗнче харӑсах икӗ ҫӗрте фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлеме тытӑннӑ.

Тухтӑр ҫурчӗсене хӗрлӗ хӑю кассах уҫнӑ. Республикӑри тӳре-шараран унта Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов хутшӑннӑ. Районти пуҫлӑхсем те ҫитнӗ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Борис Марков, Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Деомидов, Ҫӗрпӳ район пульницин тӗп тухтӑрӗ Валентина Озерова ял ҫыннисене ФАп уҫӑлнӑ ятпа саламланӑ.

Вӑрӑмҫут ялӗнчи ҫав ялтисене кӑна мар, Вӗрмер, Елӳ, Тушмашар, Ҫуткасси ялӗсенче пурӑнакансене йышӑнӗ. Ҫӗнӗ ФАП уҫӑлать тенине илтсе Татьяна Охотина ҫамрӑк фельдшер тӑван яла таврӑннӑ. Унта вӑл «Земство тухтӑрӗ» программӑпа килӗшӳллӗн ӗҫлеме килӗшнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна хыснаран 500 пин тенкӗ укҫа панӑ.

Энӗшкассинчи ФАП Шуртавӑш тата Ӳречекасси ялӗсенчисене те йышӑнӗ.

#Ҫӗрпӳ районӗ, #ФАПсем, #сывлӑх, #Сывлӑх сыхлав министерстви, #Ҫырмапуҫ, #Вӗрмер, #Елӳ, #Тушмашар, #Ҫуткасси, #Шуртавӑш, #Ӳречекасси

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем