Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.2 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Диван хыҫне пытаннӑ хӗрача кӳрши амӑшӗпе ашшӗне вӗлернине курнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 16.10.2018 20:55 | 1461 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Паян ирхине полицие арӑмӗпе упӑшкине вӗлерни пирки хыпар ҫитнӗ. 51 ҫулти арҫыннӑн тата унӑн 47-ри арӑмӗн виллисене килӗнче тупнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Ку Патӑрьел районӗнче Кӗҫӗн Арапуҫ ялӗнче пулнӑ. Ҫак тискер ӗҫе вӗсен 49-ти кӳрши тума пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ, ӑна тытса чарнӑ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрле 49 ҫулти арҫын вӗсем патне кӗнӗ. Унччен тем пайлайман вӑл кӳршисемпе, хайхискер шӑв-шав илтсе вӑраннӑ кил хуҫине кӑкӑрӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Унтан вӑл ҫывӑракан арӑмне ҫапла майпах вӗлернӗ. Ҫакна веҫех 9 ҫулти хӗрӗ, диван хыҫне пытаннӑскер, курнӑ.

Кӳршӗ арҫынӗ тискер ӗҫне тусан тухса утнӑ. Ирхине хӗрача аппӑшӗ патне шӑнкӑравласа мӗн пулса иртни пирки пӗлтернӗ.

#пӑтӑрмахсем, #Патӑрьел районӗ, #Кӗҫӗн Арапуҫ, #полици

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53063
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4272.78.7367
2018.10.16 21:06
Agabazar
Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов — çак ялтан тухнă çын.
мучи // 1893.12.1529
2018.10.17 07:10
Тискер ҫинӑн киль йыш сене ялтан кӑларса ҫапмала. Ӗлек-авал умпек чӑваш ялсенче пулнӑ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем