Республикӑра
![]() Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче Муркаш районӗнчи Шурчара чӑвашсемпе марисен пӑлхавне халалласа палӑк уҫнӑ. Ку вӑрҫӑ 176 ҫул каялла пулса иртнӗ. Районта ҫакнашкал пулӑмсенче шар курнӑ ҫынсене халалланӑ палӑк пур-ха. Халӗ вара ӑна, Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑп та лӑп вӑрҫӑ пулнӑ вырӑнта, Ярапайкасси ял тӑрӑхӗнче, уҫнӑ. Историе илес тӗк, 1842 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Шурчара 8 пине яхӑн хресчен сенӗк, пуртӑ, ҫава, пуленкке йӑтса пухӑннӑ. Унта правительство отрячӗсем те килнӗ, 30 ытла хресчене амантнӑ, ҫӗр-ҫӗр ҫынна арестленӗ. Салтаксем тыткӑна илнисене хӗнеме пуҫланӑ. Яла ҫӗнӗ повстанецсем, 10 пине яхӑн ҫын, ҫитнӗ. Анчах пӑшаллӑ салтаксем пӑлхава чарнӑ. Ку вӑрҫӑра 36 ҫын вилнӗ, 250-ӑн аманнӑ. Чылай хресчене хӗненӗ, нумай чӑвашпа марие Ҫӗпӗре янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |