Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Килӗр, килӗр, туристсем — cавӑнтарӗ сире илем

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
smaeva 28.02.2012 17:55 | 2089 хут пӑхнӑ
Шӑмӑршӑ районӗнчи вӑрман
Шӑмӑршӑ районӗнчи вӑрман

Илемлӗ те пуян пирӗн тӑрӑхри ҫутҫанталӑк. Вӑрмансем 52 пин гектара яхӑн е район территорийӗн 57,5 процентне йышӑнаҫҫӗ. Кашни ҫын пуҫне вӑтамран 2,75 гектар вӑрман тивнине шута илсен, эпир республикӑра чӑн малти вырӑнта темелле. Пысӑк юханшывсем ҫук пулин те, Хырла, Пасна, Чӑршӑллӑ тата ытти пӗчӗк ҫырмасем, шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫсем тӑван тавралӑха ытарайми илем кӳреҫҫӗ.

Район территорийӗнче историшӗн паллӑ вырӑнсем те пур. Ҫавӑнпа та Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче туризма аталантарма пур майсем те ҫителӗклӗ, ҫакӑ пыра-киле район экономикине ҫӗклеме пулӑшмалла. Чикӗ леш енчи чылай ҫӗршыв туризм кӳрекен тупӑшпах вӑйлӑ аталаннӑ.

«Чӑваш вӑрманӗ» наци паркне илер-ха. Кунта 16 турист маршручӗ (пӗтӗмӗшле тӑршшӗ — 329 километр, иккӗмӗш черечӗ — 215 километр) уҫма палӑртнӑ. Ҫав шутра 263 километрӗ — ҫуран е йӗлтӗрпе ҫӳремелли, 204 километрӗ — лашапа, 22 километр — велосипедпа, 26 километрӗ — автомашинӑпа, 24 километрӗ шывпа (байдаркӑпа) ҫӳремеллисем. Ку тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ пурнӑҫлама тивет, чӑн малтан туристсем валли ҫывӑрмалли-канмалли вырӑнсем пулмалла.

Туристсен экскурсине йӗркеленӗ чух П.Т. Тихонов ҫак маршрутсене сӗнет:

1. Шӑмӑршӑ ялӗ. Район центрӗнчи паллӑ вырӑнсемпе (администраци ҫурчӗ, Культура Керменӗ, район историйӗн музейӗ, вӑрман управӗн музейӗ, Карлинский вал, ипподром) паллашасси.

2. ШӑмӑршӑВасанПалтиел (Васанти таврапӗлӳ музейӗ, фольклор ансамблӗ, Хырла шывӗ ҫинчи шыв управӗ).

3. ШӑмӑршӑПӑчӑрлӑ ПашьелҪӗнӗ Чукал (вӑрман хуҫалӑхӗ, Пулмантӑш ҫырми, киремет вырӑнӗсем, таса ҫӑлсем).

4. ШӑмӑршӑВиҫпӳрт Шӑмӑршӑ (Чӑваш халӑх писателӗн Илпек Микулайӗн музейӗ, В.В. Бараев-Сӗркке поэт ҫуралнӑ ҫурт).

5. «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнчи историлле вырӑнсем (пир фабрикипе тимӗр шӑратакан савут вырӑнӗсем, вӑрманти паҫҫулккӑсем).

6. ШӑмӑршӑПатӑрьелТикеш (историшӗн паллӑ вырӑнсемпе паллашасси).

7. ШӑмӑршӑЕлчӗк (историшӗн паллӑ вырӑнсемпе паллашасси).

«Наци паркӗ ҫулталӑкне 50 пин ытла туриста йышӑнма пултарать, — терӗ П.Т. Тихонов. — Анчах укҫа-тенкӗ ҫителӗксӗрри чарса тӑрать. Ҫак тӗллев пурнӑҫа кӗтӗр тесен, туристсен фирмисемпе усламҫӑсене анлӑн явӑҫтармалла».

ШӑмӑршӑБаскак тата ШӑмӑршӑПӑчӑрлӑ ПашьелСуйкӑн ҫулсене туни те туристсемшӗн меллӗ. Тивӗҫлӗ инфраструктура пулсан, ют ҫӗршывсенчи туристсем те пирӗн пата килсе курма кӑмӑл тӑвӗҫ. Ун чух Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ татах та илемленӗ, халӑх валли ӗҫ вырӑнӗ те нумайланӗ.

#Шӑмӑршӑ, #Баскак, #Пӑчӑрлӑ Пашьел, #Суйкӑн, #Елчӗк, #Тикеш, #Патӑрьел, #ҫулҫӳрев, #Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Васан, #Палтиел, #Чӑваш вӑрманӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем