 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине малашне Александр Граблюк ҫум пулса пулӑшӗ.
Александр Николаевича ҫак пукана шанасси ҫинчен калакан йышӑнӑва паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Законодательство» ярӑма вырнаҫтарнӑ.
Александр Горбалюк, ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланнӑ тарӑх, унччен те полпредство тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Унта вӑл патшалӑх службин, право ӗҫӗн пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Александр Граблюка полпредствӑн кадр резервне кӗртнӗччӗ.
Александр Граблюк биографийӗпе паллаштараймастпӑр. Тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсенче темле шырасан та тупаймарӑмӑр.





| Agabazar // 2910.38.0385 2018.12.07 19:10 | |
|  | Пуçлăх та, çумĕ те чăвашсем мар. Çапла ăнланмалла. Урăхла ăнланмалли майсем çук.  | 
| Хамăр ял // 1498.71.7214 2018.12.08 01:18 | |
| Чăваш Республикин Полпредствин çĕнĕ пуçлăхĕ те çич ют çын!
 Чăваш мар! Мĕнле намăс! Тата "Регнум" информагенстви пĕлтернĕ тăрăх, çак çын РФ Шутлав палати тĕрĕслев хыççăн пысăк патшалăх укçисене тĕрĕс мар усă курнăшăн малтан патшалăх службăран ăна хăтарнă... Кайран РФ Улюкаев "чапа тухнă" министрăн канашçи пулнă. Ку полпред çумĕ те Чăваш Ен çыннисене паллă мар. Çапла пирĕн республикисен пуçлăхсем хамăр интересĕсене "хÿтелеççĕ". Эх, мĕскĕнлĕх! Пире сутаççĕ кăна... | |
