Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Хӑлхана ҫуракан сасса пула чӑваш эстрада концертӗнчен тухса кайнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 09.01.2019 17:53 | 1647 хут пӑхнӑ
Культура
Елена Михайлова тунӑ сӑн
Елена Михайлова тунӑ сӑн

Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ пулнӑ. Пӗр арҫын кун хыҫҫӑн «Про Город» хаҫата шалӑп пама пынӑ.

Концерт «Химик» культура ҫуртӗнче иртнӗ. Сергей Сергеев арӑмне парне тума шутланӑ та концерта каймашкӑн 2 билет туяннӑ. Анчах вӑл артистсен юррисемпе чунран киленеймен – тухса кайнӑ.

«Вӑйлӑ сасса пула залра ларма ҫукчӗ, хӑлхана ҫуратчӗ. Пуҫ ыратма тытӑнчӗ. Эп администратор патне пытӑм та сасса пӗчӗклетме ыйтрӑм, анчах вӑл хирӗҫлерӗ, полици чӗнсе илессипе хӑратрӗ. Ман шутпа, унта децибелсен шайӗ пысӑк пулнӑ», - каласа кӑтартнӑ арҫын.

Вӑл концерт вӗҫленессе фойере кӗтсе тӑнӑ, арӑмӗ залрах ларнӑ. Культура ҫурчӗн директорӗ каланӑ тӑрӑх, унти сасӑ аппаратури сывлӑха сиен кӳме пултараймасть, ытти ҫынран ӳпкев пулман.

#Ҫӗнӗ Шупашкар, #концертсем, #культура

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54650
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3185.27.6536
2019.01.09 18:05
Agabazar
прогородсемпе мĕн калаçмалли пур? Пурте пĕтĕмпех паллă...
влад маскай // 3957.56.0551
2019.01.12 23:45
Эй, Аслă Турăçăм, тав Сана!
Тинех илтме май панăшăн концерт залĕсенче пулса иртекен йĕркесĕрлĕхсем çинчен! Ара, Пушкăрстана килекен "çăлтăрсем" мĕнлерех "сайлани" çинченех те тесе каласа пулать вĕт... Эпĕ те пĕрре çеç мар тухса тарнă чăтма çук кисретекен усал
саспа пурне те "савăнтаракан" çĕртен...
Совет Çарĕнчи авиаци чаçĕнче службăра пулса-курса ирттернĕ май, реактивнăй мотор еплерех хăй вăйне кăтартнăн,
ниçта шăнăçми саспа кăтăрни - халĕ те хăлхасенче те, чунра та упранаççĕ манăн. Телей мар çыншăн çакă сас -
хăрушă сас: шиклентерет те, хавшатать те сывлăха!!!
Концерт залĕсенче çăвнашкал алхасакансем мĕншĕн-ши никамран та хăрамаççĕ-ши?! Никамран та вăтанмаççĕ-ши?!
Ăçтан-ши вĕсен хăюлăхĕ?! Ман шутпа, "культур-мультур" çитменнипех пулĕ. Тепĕр енчен, ытларах воображени çуккипе
те!!! Мĕншĕн тесен, "артистсем" хăйсене итлекенсем вырăнне
лартма пултарайманнинче! Татарах та тÿррĕн - артист пулма пултарайманниче! Залсен хуçисем ăçта?! Министерство ăçта?! Вĕсем пурте "алă пуснă" путёвки çине!!! Кĕрешес пулать законсене пăсакансемпе!!! Вăй çитнĕ таран. Эпĕ ак "кĕрешрĕм-ха". Шанăç пур - ыттисем те сас парасса.


Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем