Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.0 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Республика юбилейӗ валли 10 фильм ӳкерӗҫ

Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Паллашу 45-50 ҫулсенчи арҫынпа паллашатӑп. Аслӑ пӗлӳллӗ, вӗрентекен пулса ӗҫлетӗп.
Софья Савнеш 12.01.2019 15:33 | 254 хут пӑхнӑ
Культура

Кӗҫех Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитет. Ҫавна май «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ кӑҫал республика пирки фильмсем ӳкерме палӑртнӑ.

Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, фильмсене республикӑри паллӑ ҫынсем пирки ӳкерӗҫ: СССР летчик-космонавчӗ, Совет Союзӗн икӗ хут Паттӑрӗ Андриян Николаев, Никита Бичурин востоковед, чӑваш поэзийӗн классикӗ Ҫеҫпӗл Мишши, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине тата Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ Василий Чапаев ҫинчен. Кунсӑр пуҫне списока Шупашкар йӗркеленнӗренпе 550 ҫул ҫитнине халалланӑ фильмсене, чӑваш халӑхӗн историйӗпе культури ҫинчен ӳкернӗ картинӑна кӗртнӗ. Списокра пӗтӗмпе — 17 документлӑ фильм.

Анчах республика ҫыннисен вӗсенчен 10-шне кӑна суйламалла. Сасӑлав киностудин сайтӗнче пырать. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пулӗ.

#культура, #фильмсем, #Чӑвашкино

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Иван Яковлева халалласа документлӑ фильм ӳкереҫҫӗ
2018, 07, 26
Максимов-Кошкинский пирки фильм ӳкерме 3,7 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ
2018, 08, 21
Чӑваш чӗлхине упрассипе ҫыхӑннӑ фильм ӳкересшӗн
2018, 10, 18
Чӑваш «Юманне» мӑсӑльман ҫӗршывӗсенче кӑтартӗҫ
2018, 11, 27
«Иван Яковлев ҫамрӑксен чӗринче» фильма хӑтлӗҫ
2018, 12, 14

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org