Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Ҫамрӑк вӗрентекенсем Мускавра Алена Аршиновӑпа тӗл пулнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 19.01.2019 16:13 | 1512 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ
Валентина Мышкина
Валентина Мышкина

Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енри 25 ҫамрӑк вӗрентекен, Ҫамрӑк педагогсен канашӗн хастарӗсем, республикӑри Вӗренӳ профсоюзӗ пулӑшнипе Мускава ҫитнӗ. Вӗрентекенсене «Космос» хӑна ҫуртӗнче вырнаҫтарнӑ, унӑн чӳречисенчен Мускаври хитре вырӑнсем курӑннӑ: ВДНХ, Останкинӑри телебашня, В.Мухинӑн «Рабочи тата колхозница» скульптури…

Мускава кайнӑ педагогсен йышӗнче Вӑрнар районӗнчи Кӳстӳмӗр шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Валентина Мышкина та пулнӑ.

Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче кафере апатланнӑ хыҫҫӑн вӗрентекенсем Патшалӑх Думине кайнӑ, унта Алена Аршинова депутатпа тӗл пулнӑ. «Ҫавра сӗтелре» вӗсем ҫамрӑк вӗрентекенсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе явнӑ. Тӗслӗхрен, педагогсен шалӑвне ӳстересси, класс ертӳҫин тӳлевӗ, отчетсене чакарасси…

Ҫулҫӳрев Мускав паллӑ вырӑнсене ҫитсе килнипе вӗҫленнӗ.

#вӗренӳ, #тӗлпулусем, #вӗрентекенсем, #ҫамрӑксем, #Мускав, #депутатсем, #Вӑрнар районӗ, #Кӳстӳмӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем