Паян, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Хусанкай Академийӗн черетлӗ конференцийӗ иртрӗ.
Регионти наукӑпа практика конференцине ирттерекенсем - Этнопедагогика наукӑпа тӗпчев институчӗ. Ку институт Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче 2003-мӗш ҫулта Геннадий Никандрович Волков академик тӑрӑшнипе уҫӑлчӗ. Унӑн директорӗ — педагогика наукисен докторӗ Г.Н. Волков -РАО академикӗ, директор ҫумӗ — педагогика наукисен докторӗ Людмила Васильевна Кузнецова профессор.
Конференци ячӗ — «Этнопедагогическая пансофия Хузангая» (Хусанкай пултарулӑхӗн этнопедагогика пансофийӗ). Ӗҫлӗ калаҫӑва НИИЭ директорӗ — Г.Н.Волков академик, Вера Кузьминична Кузьмина — П.П. Хусанкай мӑшӑрӗ, СССР халӑх артистки, Атнер Петрович Хусанкай — филологи наукисен кандидачӗ, Раиса Сарпи — сӑвӑҫ, Викторов Геннадий Александрович (Мускавран) — «Сыны Отечества» ертӳҫи, Валеев Ильяс Иштуганович (Ӗпхӗрен) — педагогика ӑҫлӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, Арсалиев Шавади Мадов-Хаджиевич (Чечняран) — педагогика наукисен докторӗ тата ытти тӗпчевҫӗсем хутшӑнчӗҫ. Форума педуниверситет ректорӗ, педагогика ӑҫлӑлӑхӗсен тухтӑрӗ Георгий Николаевич Григорьев профессор ертсе пычӗ.