Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Финанс министрӗн аппӑшне тытса чарнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 20.02.2019 17:10 | 1649 хут пӑхнӑ
Политика

Федерацин хӑрушлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем «Аудит-Консалтинг» акционерсен хупӑ обществин генеральнӑй директорне Маргарита Замчинскаяна тытса чарнӑ. Вӑл – ЧР финанс министрӗн Светлана Енилинӑн пӗртӑванӗ.

Вӗсем аппӑшӗпе йӑмӑкӗ пулнине «Правда ПФО» интернет-хаҫат «Хыпар» хаҫатра тухнӑ статьяна тӗпе хурса пӗлтӗрех пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн халӑх фрончӗн хастарӗсем прокуратурӑна тата монополипе кӗрешекен службӑна Финанс министерствипе «Аудит-Консалтинг» фирма хутшӑнӑвӗсене тӗрӗслеме ыйтнӑ. Республикӑри хӑш-пӗр ведомство тата вӗсене пӑхӑнса тӑракан организацисем Маргарита Замчинская ертсе пыракан компанире экспертизӑсемпе аудит саккас панӑ.

Палӑртмалла: Маргарита Замчинская 1957 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Тӗреньел ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл ҫӳлерех асӑннӑ компание 1995 ҫултанпа ертсе пырать.

#политика, #тӳре-шара, #Хыпар, #Патӑрьел районӗ, #Тӗреньел

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4018.19.3516
2019.02.20 18:35
Agabazar
Треньел.
Памук // 1635.19.8841
2019.02.21 20:21
План панӑ...Вӑрӑсене ЧР-че кӑна тытма.
Agabazar // 2357.99.7776
2019.02.23 08:08
Agabazar
Мана вара ку япала влаç тытăмĕсене чăваш юнĕллĕ çынсенчен "тасатассипе" те çыхăннăн туйăнать. Форумсенчи тролльсемпе кащенитсен шав-шавĕ те çавнах кăтартать.
Памук // 3636.89.9782
2019.02.23 12:19
Ӗлӗкрех ҫав Шупашкарта вырӑс маршне тӑвакансем чӑвашсем влаҫра пулнипе хытӑ хайрӑначчӗҫ...Халь ҫавсемех, юлташӗсем урлӑ пуҫлӑхра ларакан чӑвашсене, тӗрлӗ сӑлтавсене тупса, "коррупцине кӗрешнӗ" урлӑ тытараҫҫӗ пек. Шовинистсем ҫывӑрмаҫҫӗ, ҫилли ӳссех пырать. Республика ертӳҫин, ытти ҫӳлерех вырӑнӗсене чӑваш мар ҫынсене лартма хатӗрлесе пыраҫҫӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем