Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Пӗтӗм вырӑссен диктантне ҫыракансем Шупашкара машинӑпа килӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 27.03.2019 19:03 | 1494 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Пӗтӗм вырӑссен диктантне ҫыракансем авточупу йӗркеленӗ. Вӗсем ҫула пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухнӑ. 219 кунта 10 пин километра парӑнтарма, 27 хулана ҫитме палӑртнӑ. Проекта хутшӑнакансем ҫав вӑхӑтра Владивосток, Уссурийск, Хабаровск, Биробиджан, Благовещенск, Чита, Улан-Удэ, Иркутск, Красноярск, Кемӗр, Ҫӗнҫӗпӗр, Омск, Ялуторовск, Курган, Челябинск, Ӗпхӳ, Ижевск, Хусан, Шупашкар, Пенза, Саранск, Чулхула, Ярославль, Вологда, Питӗр, Нарва, Таллин хулисенче пулӗҫ.

Шупашкара ушкӑн пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 19 сехете ҫитмелле. Виҫӗ «ГАЗ» автомобильпе вӗсем «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ патӗнчи стоянкӑна пырса чарӑнӗҫ. Вӗсемпе тӗл пулма кашнинех май пур. Курма пыракансемпе проекта хутшӑнакансем тӗрлӗ акци ирттерӗҫ.

#Челябинск, #Курган, #Ялуторовск, #Омск, #Ҫӗнҫӗпӗр, #Кемӗр, #Красноярск, #Иркутск, #Улан-Удэ, #Чита, #Благовещенск, #Биробиджан, #Хабаровск, #Уссурийск, #Владивосток, #акцисем, #диктант, #Ӗпхӳ, #Ижевск, #Хусан, #Шупашкар, #Пенза, #Саранск, #Чулхула, #Ярославль, #Вологда, #Питӗр, #Нарва, #Таллин

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2944.22.6325
2019.03.28 12:02
Agabazar
Эх, еплерех ăнать çынсене!
Agabazar // 2944.22.6325
2019.03.28 12:02
Agabazar
Эх, еплерех ăнать çынсене!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем