 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
2012 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пирӗн пӗрлӗх тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ачасемпе ҫамрӑксен хушшинче «Ҫӑлтӑр ҫути» комикссен конкурсне ирттерчӗ. Ӗҫсене эпир акан 30-мӗшӗччен йышӑнтӑмӑр, халӗ вара ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма вӑхӑт ҫитрӗ.
Хаклавҫӑсем шутӗнче пулчӗҫ: Плотников Н.А, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ; Сосаева А.А., Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗн библиотекарӗ; Иванова Н.Г., Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ; Мордвинова А.И., гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӳнер ӑслӑлӑхӗсен пайӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ.
Пур хаклавсене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн ҫак ачасем мала тухрӗҫ:
• 1-мӗш вырӑн: Ольга Вазина (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Питӗркасси шкулӗ, 10 кл., ертӳҫи — Жукова Людмила Валентиновна, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен), вӑтам балл — 4.75;
• 2-мӗш вырӑн: Ширяева Наташа, Сергеева Даша (Канаш хули, 10-мӗш шкул, 7 кл., ертӳҫи — Яклашкина Светлана Николаевна, чӑваш чӗлхине вӗрентекен), вӑтам балл — 4.7;
• 2-мӗш вырӑн: Яковлева Наташа (Ҫӗрпӳ районӗ, Михайловка шкулӗ, 7 кл., ертӳҫи — Александрова Лилия Владимировна, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен), вӑтам балл — 4.5;
• 3-мӗш вырӑн: Хохлов Евгений, Вазин Сергей (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Питӗркасси шкулӗ, 1-3 кл., ертӳҫи — Хохлова Татьяна Яковлевна: пуҫламӑш классене вӗрентекен), вӑтам балл — 4.4;
• 3-мӗш вырӑн: Григорьева Ксения (Шупашкар хули, 49-мӗш шкул, 7 кл., ертӳҫи — Иванова Татьяна Владимировна, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ), вӑтам балл — 4.35;
• 3-мӗш вырӑн: Надежда Яковлева (Красноармейски районӗ, Именкасси шкулӗ, 7 кл., ертӳҫисем — Ильина Валентина Петровна, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен; Евсеева Раиса Егоровна, ӳнер ӑсталӑхне вӗрентекен), вӑтам балл — 4.33;
• 3-мӗш вырӑн: Анастасия Соловьева (Шупашкар хули, 2-мӗш лицей, 9 кл., ертӳҫи — Михайлова Клара Никоновна, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ), вӑтам балл — 4.2;
Ыттисем ҫакӑн чухлӗ балл пухрӗҫ: Дмитриев Константин (Ҫӗрпӳ районӗ, Михайловка шкулӗ, 7 класс) — 3.85; Стас Илларионов (Красноармейски вӑтам шкулӗ, 7 кл.) — 3.8; Афанасьева Мария (Красноармейски вӑтам шкулӗ, 7 кл.) — 3.6; Прокопьев Александр (Красноармейски вӑтам шкулӗ, 7 кл.) — 3.55.
Ҫӗнтерӳҫӗсене саламлатпӑр! Пурне те пирӗн ытти ӑмӑртусене хутшӑнма йыхравлатпӑр!
//сӑмах май, комикссен ӑмӑртӑвне эпир кӑҫал, тен, тепре те ирттерӗпӗр.
| Михайлова Клара Никоновна // 3895.20.0989 2012.05.21 09:39 | |
|  Çĕнтерÿçĕсен ăçта диплом уçласа илмелле-ши? Вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пырать. | |
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2012.05.21 18:52 | |
|  | 2012-2013 вĕренӳ çулĕн 1-мĕш çурçулĕнче, кăçалах, тепĕр ăмăрту ирттерес шухăшлă та — икĕ ăмăрту çĕнтерӳçисене перле чыслама планласа. Енчен те ун пек меллĕ мар пулсан — хутне тата парнине е хăвăр Шупашкара килсе илейретĕр, е урăх майсем тупса çитерме пулать. | 
| Михайлова Клара Никоновна // 3895.20.0989 2012.05.22 13:03 | |
| Эпир хаваспах тепĕр пулас ăмăртура хутшăнăпăр. | |
| Светлана // 3742.47.1990 2012.05.23 19:45 | |
| "Çăлтăр çути" ăмăртăвăн çĕнтерÿçисен дипломĕсене мĕнле адреспа пырса илмелле? | |
