 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Россельхознадзор специалисчӗсем Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури йӗркеленӗ рейда хутшӑннӑ. Вӗсем Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ пасара тӗрӗслеме ҫитнӗ.
Пасарта паллӑ мар вырӑнтан кӳрсе килнӗ ҫимӗҫсене тупнӑ: Пекин купӑсти – 12 килограмм, панулми – 36,85 килограмм, помидор – 64,45 килограмм, мандарин – 9,35 килограмм, помело – 11,85 килограмм. Пӗтӗмпе - 134,5 килограмм.
Вӗсене ӑҫтан илсе килнине палӑртайман, мӗншӗн тесен этикеткӑсем пулман, кирлӗ документсем те тупӑнман. Ҫапла майпа ҫак ҫимӗҫсене туртса илнӗ те тӗп тунӑ.





| Agabazar // 3489.08.6638 2019.05.11 00:05 | |
|  | Конкурентсене сирнĕ пек те ăнланма пулать | 
| Влад Маскай // 3957.56.0551 2019.05.12 02:43 | |
|   "Пушă пучахупа" тăраниччен чуна кантарса кулма май панăшăн тав тăватăп. "Тĕрĕс сăмах тăванĕсенчен пистернĕ" чăваш халăх сăмахĕпе ырă каç сунатăп. Эп каланă сăмахсем "йăрана" лайăхах вырнаçни палăрчĕ ĕнтĕ.. | |
| Хамăр ял // 1402.44.7525 2019.05.12 16:10 | |
| Апат-çимĕçне тĕп туни - ăссăрлăх. Ку 2014-мĕш çулхи Крымпа Донбассри вăрçă хыççăн Анăç Европăри Раççейе хирĕç санкцийесене вĕсене Раççейри хирĕç "мероприятийĕсем".
 Документсемсĕр апат-çимĕçсене ваттисен çуртсене пама пултарнăччĕ. | |
| Станислав Убасси // 3335.84.0120 2019.05.13 11:30 | |
| "Тӗп тума" вӗрентӗмӗр ӗнте... Тракторсемпе таптапӑр-и?
 Тен, Роспотребнадзор чиновникӗсен килӗнчи сӗтелӗсем ҫинче ҫак ҫимӗҫӗсем вырӑн тупӗҫ... | |
