Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Комсомольски районӗн юбилейӗ тӗлне — паха парне

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 20.06.2019 15:10 | 1153 хут пӑхнӑ
Культура
Кӗнеке хуплашки
Кӗнеке хуплашки

Ҫак кунсенче Шупашкарта, 7-мӗш типографире Чӑваш халӑх поэчӗ, Комсомольски районӗн «Кӗтне» ентешлӗхӗн Канашӗн председателӗ Валери Туркай пухса хатӗрленӗ «Это — наша с тобой биография!.. Комсомольский район, 1939-2019. Только самые интересные факты» документсен пуххи кун ҫути курнӑ. Ку пулӑ республикӑри чи ҫамрӑк районсенчен пӗри, Комсомольски районӗ 80 ҫул тултарнине халалланӑ.

З000 экземплярпа кӑларнӑ кӗнекен аннотацийӗнче каланӑ тӑрӑх, вӑл пӗтӗмпех иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнчи, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫа сӑнлакан, куҫ умне кӑларса тӑратакан документсенчен тӑрать.

Валери Туркай пухса хатӗрленӗ, кун ҫути кӑтартнӑ кӗнекен умсӑмахӗн авторӗ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ, Раҫҫей Федерациӗн хисеплӗ строителӗ В.Н.Гордеев документсен пуххине акӑ еплерех хаклать: «Это — наша с тобой биография!..» кӗнекен алҫырӑвне эпӗ савӑнса та хавхаланса вуласа тухрӑм, тӑван районӑм ҫинчен — унӑн пурте пӗлекен паттӑрӗсемпе ял ӗҫченӗсем ҫинчен ял хуҫалӑхӗн район экономики еплерех аталанни ҫинчен — ҫӗннине нумай пӗлтӗм. Шансах тӑратӑп, эсӗ те ку кӗнекере хӑвӑн валли хӑвна кирлине, хӑвӑншӑн усӑллине тупатӑнах!»

Чӑваш Республикинчи Комсомольски районӗ 1939 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнче йӗркеленнӗ. Малтанах ӑна вырӑнти хастарсем «Киров районӗ» ят пама палӑртаҫҫӗ, анчах та кӑшт каярах, 1921 ҫулта Аслӑ Каҫалта пулса иртнӗ «кулаксен пӑлхавӗнче» тискеррӗн вӗлернӗ комсомольскисен ячӗпе, ҫак яла «Комсомольски» ят параҫҫӗ, 1939 ҫулта йӗркеленнӗ район Комсомольски районӗ пулса тӑрать.

Каҫалсем-комсомольскисем тӑван районӗн юбилейӗпе район Акатуйне кӑҫалхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ.

#кӗнекесем, #Комсомольски районӗ, #юбилейсем, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем