Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Мускаври Акатуя чӑваш ҫыравҫисем те хутшӑнчӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 30.06.2019 13:51 | 2031 хут пӑхнӑ
Культура

Ӗнер Мускаври ентешӗмӗрсем Акатуя пухӑнчӗҫ. Ҫанталӑк кӗрхи пек сивӗ тӑнине тата ҫапса ҫумӑр ҫунине пӑхмасӑрах халӑх уявра савӑнчӗ.

Мускаври Акатуя Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсен пӗр ушкӑнӗ те хутшӑнчӗ. Йышра правлени ертӳҫи Лидия Филиппова, ҫавӑн пекех Анатолий Кипеч, Светлана Асамат, Улькка Эльмен, Альбина Юрату, Светлана Гордеева, Ольга Васильева, Раиса Воробьева, Лидия Сарине, Елена Светлая, Владимир Мишшан, Дмитрий Суслин, Владислав Николаев, Чӗмпӗрти чӑваш ҫыравҫи Николай Ларионов пулчӗҫ. Чӑваш халӑх артистки Людмила Семенова, Роза Степанова юрӑҫ, Зоя Яковлева телеоператор та ҫак йышраччӗ.

Акатуйпа саламлама политиксем, тӗрлӗ-шайри тӳре-шара, ҫавӑн пекех Питӗрти, Чӗмпӗр тата Иркутск облаҫӗсенчи, Пушкӑртстанри тата, паллах, чӑвашсем пырса ҫитнӗччӗ.

#чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #ҫыравҫӑсем, #Мускав, #Акатуй, #уявсем, #культура, #Иркутск, #Питӗр, #Пушкӑртстан, #Чӗмпӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

КЕВРИШ // 7958.1.7198
2019.06.30 19:03
Шӗвӗ! Кукшалла кӑна!
Чавуш // 1726.84.3785
2019.07.03 15:37
Ӗҫсӗр аптракансем

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем