Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Виктор Родионов ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 22.07.2019 19:45 | 1296 хут пӑхнӑ
Персона
Виктор Родионов
Виктор Родионов

Паян, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, РСФСР халӑх артисчӗ, Чӑваш АССР халӑх артисчӗ, К. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ Виктор Родионов (22.07.1924-19.05.1987 ҫҫ.) ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнӗ.

Артистӑн пултарулӑх биографийӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗпе ҫыхӑннӑ. Сӗнтӗрвӑрринче ҫуралнӑскер чӑн-чӑн сцена ӑсти пулнӑ. Шупашкарти музыка училищинче тата А. Луначарский ячӗллӗ Мускаври театр ӳнерӗн институчӗн чӑваш студийӗнче вӗреннӗ. Пачӑшкӑ ывӑлӗ, вырӑс пулин те пӗчӗкрен чӑвашла вӗреннӗ.

40 ҫул хушшинче Виктор Родионов тӗрлӗ характерлӑ, тӗрлӗ ӳсӗмри, шалти тӗнче енӗпе пачах расна 300 ытла сӑнара ӗнентерӳллӗн калӑпланӑ. Ӑна аслӑ ӑрурисем кӑна мар, ҫамрӑксем те аван пӗлеҫҫӗ.

#Сӗнтӗрвӑрри, #ят-сум, #культура, #юбилейсем, #театрсем, #Мускав, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2620.17.6411
2019.07.23 00:07
Agabazar
Тепĕр пилĕк çултан 100 çул пулать.
Agabazar // 2620.17.6411
2019.07.23 00:07
Agabazar
Тепӗр пилӗк ҫултан 100 ҫул пулать. Ӗнтӗ халь тин пачӑшкӑ выӑлӗ пулнӑ пирки те уҫҫӑн калама юрать. Ҫавнашкал вӑхӑтсем те ҫитрӗҫ.
Цитата: <<русский по национальности человек может говорить так чисто, красиво и без акцента на чувашском языке. В Чувашском театре такой истории больше не наблюдалось.>> Ку — тӗрӗс мар. Кунашкал тӗслӗхсем татах та пулнӑ. Сӑмахран, ак ҫак ҫын: ЮРЬЕВ Михаил Фёдорович (1.11.1899 – 17.2.1962)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем