Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.0 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Кинемей савни тупас тесе «экстрасенса» 60 пин куҫарса панӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Софья Савнеш 03.09.2019 20:37 | 429 хут пӑхнӑ
Республикӑра
www.ntv.ru сайтран илнӗ сӑн
www.ntv.ru сайтран илнӗ сӑн

Пӗррехинче телевизор пӑхнӗ чухне Ҫӗмӗрле районӗнчи Ҫӗмӗрле ялӗнче пурӑнакан 69 ҫулти хӗрарӑм экстрасенс пулӑшу пани пирки пӗлтерӳ курнӑ. Хайхискер савни тупма шантарать-мӗн. Хӗрарӑм унта кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ.

Хайхи экстрасенс телефонпа калаҫнӑ чухнех сеанссем ирттернӗ. Анчах ку укҫаллӑ пулнӑ иккен. Хӗрарӑм ӑна укҫа куҫарса панӑ. Сахал мар: 60 пин тенкӗ.

Анчах 69 ҫулти кинемейӗн савни тупӑнман. Кун хыҫҫӑн тин вӑл ултав серепине ӑнланнӑ, полицие пулӑшу ыйтма кайнӑ.

ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пурӑнакансем ултавҫӑсен аллине лекнӗ тӗслӗх нумайланнӑ. Ҫавӑнпа йӗрке хуралҫисем асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ.

#Ҫӗмӗрле районӗ, #Ҫӗмӗрле, #ШӖМ, #полици, #ултавҫӑсем, #укҫа-тенкӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59371
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫӗпӗрти арҫын Чӑваш Енри виҫӗ ҫынна улталанӑ
2019, 05, 28
Шкапри этеме 10 талӑка хупнӑ
2019, 08, 01
Виҫӗ ҫынна 105 пин тенкӗлӗх улталанӑ
2019, 08, 03
32-ри хӗрарӑм ултавҫӑсене 250 пин тенкӗ панӑ
2019, 08, 14
Усламҫӑ ултавҫӑсене 65 пин тенкӗ куҫарса панӑ
2019, 08, 30

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org