Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.2 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче — ҫӗр пин чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.09.2019 14:41 | 1779 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Ак, хайхи ҫак самант ҫитрӗ те! Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш (предложени) мӑшӑрӗсен йышӗ 100 пинрен иртрӗ. Ку эрне пуҫламӑшӗнче кӑнаҫ 94 пин ытларахччӗ... Ҫавах та пӗрлехи вӑйпа Чӑваш халӑх сайчӗн ҫуралнӑ кунӗ тӗлне ҫӗр пин мӑшӑр тӑвайрӑмӑр-тӑвайрӑмӑрах!

Аҫтахар Плотников, Александр Антонов, Светлана Трофимова, Эрбина Портнова, Оксана Антонова, Тихонова Татьяна, Марина Яковлева... Ку списока тата та тӑсма пулать — шӑп вӗсем тӑрӑшнипе ӗнтӗ ҫак корпусри чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышӗ пӗлтерӗшлӗ чикӗ урлӑ каҫрӗ.

Паллах, ку пуҫламӑшӗ кӑна-ха. Йӗркеллӗ машинлӑ куҫаруҫӑ тума пӗр миллион мӑшӑр кирлӗ. Хальлӗхе пирӗн ҫак тӗллевӗн 10% ҫеҫ-ха. Ҫавах та тӑрӑшса ӗҫлесен — ҫулталӑк иртӗ-и, иккӗ-и, е виҫҫӗ — пӗр миллион мӑшӑр тӑвасси шансах тӑратпӑр!

#чӑваш чӗлхи, #ҫитӗнӳсем, #Чӑваш халӑх сайчӗ, #сайтсем, #ЧЧЛ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1636.5.8957
2019.09.08 21:29
Agabazar
ПуплеРĕш ~ КалаРăш
Agabazar // 1636.5.8957
2019.09.08 21:32
Agabazar
Вулавӑш тенине сӑнар. Мӗн вӑл? Вуламалли вырӑн.
Эппин пуплевӗш тени мӗне пӗлтерме тивӗҫлӗ ку формулӑпа? Тӗрӗс: пуплемелли вырӑн. Парламент.
Agabazar // 1636.5.8957
2019.09.08 21:33
Agabazar
Пуплевĕш = Парламент.
2019.09.09 19:10
Аçтахар Плотников
Вӑхӑт хӑйех татса парӗ. Йышӑнӗ халӑх е ҫук. :) //хӑй вӑхӑтӗнче «предложенине» чӑвашла «пуплев» теме сӗннӗ. Ҫав шухӑша малалла аталантарса хатӗрленӗ те ӗнтӗ «пуплевӗше».
Agabazar // 2321.66.2568
2019.09.10 00:05
Agabazar
Кунта пуплев темен, пуплевĕш тенĕ.
2019.09.10 12:06
Аçтахар Плотников
Пуплевӗ вӑл хӑй вӗт-ха уйрӑм терминпа ҫӳрет. «Речь» пӗлтерӗшпе.
Agabazar // 4996.5.1748
2019.09.10 20:34
Agabazar
"Вулав" сăмах "чтение" пĕлтерĕшпе çÿрет. Вулавăш — место для чтения.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем