Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Хавал» пӗрлӗх Альберт Разин хӑйне ҫунтарса ярса вилни пирки заявлени тунӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 11.09.2019 21:58 | 2171 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑвашсен «Хавал» пуҫаруллӑ ушкӑнӗ Ижевскра ӗнер пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки заявлени тунӑ. Ӑна вырӑсла ҫырнӑ, текстпа пӗрлӗхӗн «Контактра» ушкӑнӗнче паллашма пулать.

Хӑйсен сӑмахӗнче ушкӑн Альберт Алексеевич хӑйне ҫунтарса ярса вӗлерме тивнишӗн хурланни пирки пӗлтерет. Ҫакӑн пек хӑватлӑ ҫынна ҫухатнишӗн тӑванӗсемпе тата пӗлӗшӗсемпе, удмурт халӑхӗн хастарӗсемпе, вырӑслантарассине хирӗҫ тӑракан мӗнпур юхӑмсемпе пӗрле хуйхӑрни пирки каланӑ.

«Хавал» пуҫару ушкӑнӗ Удмурти пуҫлӑхӗ МИХсене шав ҫӗклеме кирлӗ марри ҫинчен каланӑ сӑмахӗсене, ҫавӑн пекех РФ Президенчӗ ҫумӗнчи ҫын прависен Канашӗн пайташӗ Алексмандр Брод «ку пулӑма тахӑшӗ провокацилесе хатӗрленӗ» тенине сивленӗ.

Заявленинче «Хавал» ушкӑн Раҫҫей Федерацинче чӗлхе тата наци политикине анлӑн сӳтсе явма сӗннӗ, ку ӗҫе тумасан Альберт Разин ӗҫне малалла тӑсакансем тата та пулма пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ.

Аса илтеретпӗр, ватӑ удмурт ӑсчахӗ тӑван чӗлхине хӳтӗлесе хӑйне ӗнер ҫунтарса янӑ. Вӑйлӑ пиҫсе кайнине пула вӑл пульницӑра ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Альберт Алексеевичпа ыран сывпуллашӗҫ.

#удмурт чӗлхи, #Удмурти, #заявленисем, #Хавал, #кӳршӗре, #пӑтӑрмахсем, #политика, #Ижевск

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1255.65.5491
2019.09.11 22:06
Agabazar
Пули-пулми сăмахсене "чăвашлатас" тесе мекĕçлленетпĕр, кунта вара "заявлени" тенине чăвашла калама май тупайман.

Контекста кура кунта ăна "Пĕлтерни" теес пулать. Е — пĕлтерев.
Виттус // 4836.9.3932
2019.09.13 09:34
Заявлени = евтӳ, евитлени.
"Хавал" евитленине кунта пичетлес пулнӑ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем