Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Пулас тухтӑрсемпе тӗп тухтӑрсем тӗл пулнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.10.2019 19:24 | 1245 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Zen.yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Zen.yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Вакансисен ярмӑркки» иртнӗ. Унти 1-мӗш тата 2-мӗш ҫул вӗренекен ординаторсемпе Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан пульницӑсенче ӗҫлекенсем курнӑҫнӑ. Тӗлпулӑва ЧПУ ректорӗ Андрей Александров, медицина факультечӗн деканӗ Валентина Диомидова, Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин кадрсемпе тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Анастасия Борисова хутшӑннӑ.

Ярмӑрккӑна аккредитациленӗ хатӗр специалистсене — участокри терапевтсене тата педиатрсене — ӗҫе йыхравлас тӗллевпе йӗркеленӗ.

Тӗлпулӑва Тӗп клиника центрӗн, Хулари иккӗмӗш пульница, Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн, Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницин, Хулари 1-мӗш клиника пульницин, Хулари ача-пӑча клиника пульницин, Республикӑри инкексен тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӑн центрӗн, Етӗрнери тӗп район пульницин, Республикӑри кардиологи диспансерӗн тӗп врачӗсем пынӑ.

Сӑмах май каласан, «Земство тухтӑрӗ» программӑпа 451 врач яла ӗҫлеме кайнӑ.

#сывлӑх, #пульницӑсем, #аслӑ шкулсем, #ҫамрӑксем, #тӗлпулусем, #статистика, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Етӗрне, #Сывлӑх сыхлав министерстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем