Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Шурсухалсем ватӑласшӑн мар

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Нелли Пальмова 08.12.2019 11:13 | 1686 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Чӑваш шурсухалӗсен тӗп канашӗн ларӑвне хутшӑннисем
Чӑваш шурсухалӗсен тӗп канашӗн ларӑвне хутшӑннисем

2019 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче Чӑваш шурсухалӗсен (ваттисен) тӗп канашӗн ларӑвӗ пулса иртнӗ. Унта ҫак ыйтусене пӑхса тухнӑ:

1. 2019 ҫулта аксакалсен канашне пӑшӑрхантарнӑ ыйтусем (вӑл шутра — Слакпуҫӗнчи сысна комплексӗ лартассине сивлени; удмурт чӗлхине хӳтӗлесе Альберт Разин хӑйне ҫунтарса яни тата чӑваш шкулӗсенчи вӗрентӳ).

2. Тӗрлӗ пӗрлешӳсемпе уйрӑм ҫынсем Халӑх ячӗпе паракан чыс паллисем (медальсемпе орденсем) ҫинчен 2016 ҫулта хускатнӑ ыйтӑва малалла сӳтсе явни).

3. Чӑваш Республикин 100 ҫулне тата Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 75 ҫулне ял-хулари Шурсухалсен ушкӑнӗсем мӗнле кӗтсе илесси (ӗҫ планне палӑртни).

4. Халӑх Хуралӗпе Шурсухалсен канашӗн йышне ҫӗнетесси пирки.

Лару ӗҫлӗ те тухӑҫлӑ иртнӗ. Малтан кун йӗркинчи ыйтусемпе Шурсухалсен канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял хӑй шухӑшӗсене пӗлтернӗ, Унтан кашни ыйтӑва тӗплӗн шӗкӗлченӗ. Тӑван чӗлхе шӑпи тата ӑна шкулсенче мӗнле вӗрентни ҫинчен Владислав Эльмен (Шупашкар районӗ), педуниверситетра ӗҫленӗ Александр Мефодьевпа Василий Васильев профессорсем, Тимер Акташ журналист хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ, Эдуард Бахмисов (ЧНКан «Чӑваш ялӗ» комитечӗ ертӳҫи) хӑй юлашки ҫулсенче Муркаш районӗнчи Калайкассинчи, Шупашкар районӗнчи Анат Кӗнерти, Элӗк районӗнчи Юнтапари тата ытти нумай шкулсенче чӑваш чӗлхипе культурин кунӗсене ирттерме пулӑшни ҫинчен, ку ӗҫре тем тӗрлӗ ӑнӑҫлӑ майсемпе меслетсем пурри ҫинчен тӗплӗ каласа панӑ. Ҫак пуян опыта Ҫутӗҫ шаралӑхӗ курмиш пулни шурсухалсене хытах пӑшӑрхантарать. Халӑха кутӑнла ӗҫлекен тӳресен ячӗсене малашне Намӑс хӑми ҫине кӑларма сӗнӳ пулчӗ.

Алексей Бойков (Ҫӗрпӳ районӗ), Вячеслав Мартыновпа «Анне пилӗ» кӗнеке парнеленӗ Леонид Морозов (Муркаш районӗ) таврапӗлӳҫӗсем, Тимер Тяпкин (ЧНК), Николай Енилин художник, Владимир Милютин хореограф (Куславкка районӗ) Наци конгресне, Шупашкар хулин ертӳлӗхне тата ыттисене тивекен ӑслӑ шухӑшсемпе сӗнӳсем каларӗҫ.

Ытти сӗнӳсенчен тепӗрне палӑртса хӑвармалла. Ку вӑл ватӑ ҫынсене чӗнсе каланипе ҫыхӑннӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ 75 ҫулӗ тата Чӑваш Республикин 100 ҫулӗ тӗлне кашни ватӑ ҫын хӑй пурнӑҫӗнче ҫӗршывпа пӗрле утса тухнӑ паттӑр та йывӑр ҫулсем ҫинчен ҫырса е каласа патӑр. Чӑваш хули-ялӗнче кӗрсе калаҫман пӗр Ватӑ ҫын та, каласа панисене ҫырса илмен, вӗсенчен пил илмен пӗр Ача та ан юлтӑр! — ҫапла ыйтать Шурсухалсен канашӗ.

#ваттисем, #ваттисен канашӗ, #пухусем, #чӑвашлӑх, #Слакпуҫ, #Пушкӑртстан, #Удмурти

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Арлан // 2538-3137
2019.12.08 19:10
Фронтовиксем юлмарӗҫ, вӑрҫӑ ачисем те кайса пӗтеҫҫӗ.Вӗсем чӑтнине хӑйсем ҫеҫ каласа пама пултараҫҫӗ. Ҫырса илмеллех, историе ҫухатмалла мар.
Тӗрӗс калаҫҫӗ аксакалсем.
Лешкукша // 2596.35.8819
2019.12.11 11:53
Чиновниксене ятран каласа мухтамалла, япӑх пулсан намӑс хӑми ҫине кӑлармалла. Ку шухӑша эп ылатӑп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем