 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     
 «Аталану-2012» ӑмӑртӑва йӗркелекенсем унӑн пӗтӗмлетӗвӗсене пӗлтерчӗҫ. Раҫҫей шайӗнче иртекен конкурса пурӗ 561 ача хутшӑннӑ иккен. Чӑваш Республикисӗр пуҫне ӑмӑртура ытти 13 тӑрӑхри ачасене те курма пулнӑ — Тутарстанпа Пушкӑртстан ачисем уйрӑмах йышлӑ пулни курӑнать. Ҫавӑн пекех чӑвашла конкуссене хутшӑнсах кайман тӑрӑхсенчи ачасене — Мурманск, Ӑренпур, Пенза облаҫӗсенчисене — курни хавхалантарать.
8-9 классем хушшинче мала тухнӑ ачасем: Плотникова Татьяна (Чӑваш Ен, Тӑвай районӗ); Иванов Алексей (Чӑваш Ен, Ҫӗнӗ Шупашкар); Сергеев Владимир (Чӑваш Ен, Шӑмӑршӑ районӗ); Куракова Валентина, Чӑваш Ен, Сӗнтӗрвӑрри районӗ); Глухов Андрей (Пушкӑртстан, Авӑркас районӗ); Яковлева Дарья (Чӑваш Ен, Шупашкар); Фарафонова Анастасия (Чӑваш Ен, Шупашкар); Ярушева Ангелина (Тутарстан, Аксу районӗ); Мельникова Татьяна (Чӑваш Ен, Вӑрмар районӗ); Илларионов Стас (Чӑваш Ен, Красноармейски районӗ); Ульянов Кирилл (Чӑваш Ен, Шупашкар); Борисова Динара (Чӑваш Ен, Комсомольски районӗ); Серебряков Сергей (Чӑваш Ен, Етӗрне районӗ); Яковлева Анастасия (Чӑваш Ен, Муркаш районӗ); Сайкин Ростислав (Тутарстан, Пӑва районӗ).
10-11 классенчисем хушшинче вара мала ак ҫак ачасем тухрӗҫ: Васильева Вера (Чӑваш Ен, Пӑрачкав районӗ); Ваструков Андрей (Тутарстан, Аксу районӗ); Жестянова Людмила (Чӑваш Ен, Красноармейски районӗ); Коновалов Владислав (Чӗмпӗр облаҫӗ, Тереньга районӗ); Самделова Мария (Чӑваш Ен, Патӑрьел районӗ); Осипова Елена (Тутарстан, Ҫӗпрел районӗ) Иванова Наталия (Чӑваш Ен, Ҫӗрпӳ районӗ); Сереброва Татьяна (Чӑваш Ен, Вӑрмар районӗ); Петрова Александра (Чӑваш Ен, Шупашкар); Ермолаев Дмитрий (Тутарстан, Ҫӗпрел районӗ); Константинова Валерия (Чӑваш Ен, Элӗк районӗ); Митранов Сергей (Чӑваш Ен, Ҫӗмӗрле); Ермаков Дмитрий (Чӑваш Ен, Элӗк районӗ); Киргизова Вероника (Чӑваш Ен, Комсомольски районӗ); Васильева Марина (Чӑваш Ен, Ҫӗрпӳ районӗ).
Ҫӗнтерӳҫӗсене чаплӑ парнесем кӗтеҫҫӗ — «Samsung» ноутбук таранах!
Саламлатпӑр вӗсене!
