Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ҫӗрпӳ районӗнче ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне айӑпласшӑн

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 17.01.2020 18:07 | 1190 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑпласшӑн. Вӑл ҫынна ырӑ тума хӑтланса ята кӗнӗ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе тата 292-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерсе суда ярса панӑ ӗнтӗ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пуҫлӑх хӑйӗн пӗлӗшне хуҫалӑх кӗнекинчен хут ҫырса панӑ. Унта вӑл пӗлӗшӗн Тушмашар ялӗнче 0,16 гектар ҫӗр пуррине кӑтартнӑ. Ҫав хута тӗпе хурса лешӗ ҫӗре Росреестрта регистрациленӗ.

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнипе ҫыхӑннӑ кӑлтӑка РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисемпе Ҫӗрпӳ районӗнчи прокуратура ӗҫченӗсем асӑрханӑ.

#пуҫиле ӗҫсем, #пӑтӑрмахсем, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Ҫырмапуҫ, #Тушмашар, #тӳре-шара, #ҫӗр, #судсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем