Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Чӑваш культура центрӗн ертӳҫи пурнӑҫран уйрӑлнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 17.02.2020 20:59 | 1436 хут пӑхнӑ
Персона
https://ok.ru/group/58346482237486 сӑнӳкерчӗкӗ
https://ok.ru/group/58346482237486 сӑнӳкерчӗкӗ

Свердловск облаҫӗнчи Чӑваш культура центрӗн ертӳҫи Герман Пупин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пирки Тӗмен хулинчи наци культурине аталантарма пулӑшакан «Землячество-Ентешлӗх» фонд ертӳҫи Алексей Павлов Фейсбукра пӗлтернӗ.

Герман Пупин Елчӗк районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. Екатеринбург хулинче тата Свердловск облаҫӗнче чӑваш культурине, йӑли-йӗркине аталантарас тӗлӗшпе вӑл сахал мар ӗҫ туса ирттернӗ.

Маларах асӑннӑ Алексей Павлов Герман Пупин ҫемйипе тата ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле чунтан хурланнине пӗлтернӗ.

Герман Пупин, сӑмах май каласан, — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн Петр Пупинӑн тӑванӗ. Пупинсен ашшӗ те ӳнере ӑнланакан ҫын пулнӑ. Вӑл хӑй тӑватӑ класс ҫеҫ пӗтернӗ пулин те Васнецовӑн, Нестеровӑн, Левитанӑн тата ыттисен картинисене кӑмӑлланӑ.

#Свердловск облаҫӗ, #Екатеринбург, #Турхан, #Елчӗк районӗ, #скульптор, #ҫухату, #Тӗмен

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станьял // 4836.9.3932
2020.02.17 22:07
Йывӑр хуйха Пупинсемпе тата Ҫӗпӗрти ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле пайлатӑп.
Валери Туркай // 3954.46.2965
2020.02.19 05:57
Пупинсене пурне те лайӑх пӗлетӗп, питӗ хисеплетӗп. Турханти килӗнче те пулнӑ, унта ҫӗр каҫса та курнӑ.
ГЕРМАНПА Пупинсем тивӗҫлипе питӗ мухтанатчӗҫ.
Шел, питӗ шел!..
Тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, Герман.
Сан Ҫутӑ Сӑнару пирӗн асӑмӑрсенче упранӗ.
Тимер // 3505.79.6992
2020.02.20 22:01
Герман питӗ авторитетлӑ чӑваш пулса Кӗтерне хулинче.Вунӑ ҫул каялла вӗсен Акатуйне кайса килнӗччӗ.Ун хыҫҫӑн прмай шӑнкравласах тӑратчӗ.Ҫывӑх юлташа ҫухатрӑмӑр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем