Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Михаил Игнатьев ҫинчен кӑларнӑ кӗнекене васкаса туянаҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Вика Сорокина 14.05.2020 07:31 | 1581 хут пӑхнӑ
Политика

Александр Белов журналист Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев ҫинчен кӗнеке кӑларнӑ. Кун пирки вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ. «Мочить» и гнать его» ят панӑскер Питӗр хулинчи издательствӑра пичетленнӗ. Ӗнер журналист кӗнекен малтанхи 20 экземплярне (ытти хальлӗхе килсе ҫитеймен) аукционта сутассине, укҫана кӑшӑлвируспа кӗрешмелли фонда уйӑрассине пӗлтернӗ. Каярах вӑл кӑларӑма кам тата мӗн хакпа туянма ӗлкӗрнине хыпарланӑ.

Ирпе ирех Николай Выйкин шӑнкӑравланӑ, унтан Мускаври аслӑ шкулӑн преподавателӗ Андрей Федоров персе ҫитнӗ. Игорь Михайлов юрист ӗҫтешӗ валли те илнӗ. Дарья Комарова журналист пӗр экземпляршӑн 1000 тенкӗ кӑларса хунӑ. Ҫапла вара 13 ҫын туяннӑ, 4100 тенкӗ пуҫтарӑннӑ.

Республикӑн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн тӗп редакторне Сергей Мясникова Александр Белов Пичет кунӗнче Михаил Игнатьев сӑмахӗсене Фейсбукра трансляциленӗшӗн тав тунӑ. Журналистсене ислетме сӗннӗ сӑмаха Александр Белов шӑпах ҫавӑнтан касса илнӗ иккен.

#тӗнче тетелӗ, #халӑх ушкӑнӗсем, #Питӗр, #МИХсем, #политика, #укҫа-тенкӗ, #кӗнекесем, #кӑшӑлвирус

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3108.37.0044
2020.05.15 22:47
Agabazar
Ну кăларнă пултăр. Вара мĕн?
Анонимла // 2355.85.7661
2020.05.18 21:03
Намӑссӑрсем!
А. Пушкарев // 1491.83.6368
2020.05.18 23:43
Сергей Мясниковпа Александр Белов еслетекенсем иккен. Всё ясно теперь.Еврейсенчен урӑх мӗн кӗтмелли ӗнтӗ…. эх-хе-хе...
Agabazar // 3458.98.6338
2020.05.20 16:08
Agabazar
« еслетекенсем» тени мĕне пĕлтерет?
Agabazar // 3458.98.6338
2020.05.20 16:08
Agabazar
« еслетекенсем» тени мĕне пĕлтерет?
тенн // 3878.70.3941
2020.05.24 05:25
Ӗслетме - науськивать
Тепри // 1491.14.4680
2020.11.07 21:01
Мясников Белова шанса шар курчĕ. Министр ячĕпе çÿрекен пĕр пукане, Пичет кунĕнче сцена çинче тăнăскер, Патшалăх Канашне йăрккаса ăна ĕçрен кăрарттарчĕ. Игнатьев майлисем хальхи элтепере нумай сиен тунăччĕ, ун майлисем сас-хура министерствинче халĕ те лараççĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем