Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Политика
![]() cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлама ҫӗнӗ ҫынна шаннине Чӑва халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ку тилхепене Вячеслав Борисова тыттарнӑччӗ. Анчах ун чухне Вячеслав Борисова Администраци Ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑччӗ. Халӗ ӑна ҫӗнӗ должноҫре ҫирӗплетнӗ. Вячеслав Борисов Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗнче 2008 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнченпе ӗҫлерӗ. Вӑл 1972 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ. Виҫӗ хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ, ҫав шутран пӗри — юридици. Экономика наукисен кандидачӗ. Чӑваш Ен пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ, Федерацин Финанс енчен сыватакан тата панкрутлӑх енӗпе ӗҫлекен службӑн Чӑваш Енри органӗн ертӳҫи, транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |