Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Мухтава юратакан академике лектернӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Владимир Николаев 23.05.2020 10:41 | 1777 хут пӑхнӑ
Культура

Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш Республикин экологи энциклопедийӗ» сумлӑ кӗнеке причетленсе тухнӑччӗ. Ӑна Наци библиотекинче тата Халӑхсен туслӑхӗн Ҫуртӗнче хӑтлани тата изданин пӗлтерӗшӗ пирки хаҫат-журналта, тӗрлӗ сайтсенче чылай ҫычӗҫ. Кунсӑр пуҫне Мускавра тухакан «Литературная Россия» хаҫатра «Жизнь национальностей: в поисках гармонии» рубрикӑпа «Не совсем академическая история» статья пичетленсе тухрӗ.

Ун авторӗ – Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ Валерий Алексеев асӑннӑ кӗнекене кӑларас ӗҫри йывӑрлӑхсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Энциклопедие кӑларас шухӑша географи наукисен кандидачӗ Федор Карягин пуҫарнӑ иккен. Вӑл хӑй тавра специалистсене явӑҫтарнӑ. Анчах Чӑваш Республикинчи Ҫутҫанталӑка сыхлакан тата экологи Министерстви укҫа-текӗпе пулӑшма май тупайман. «Экологи энциклопедине» «Культура России» федераллӑ программӑна кӗрсе пичетлесе кӑларма май килнӗ.

Статьяра Энциклопедин редакци канашӗн председателӗ Л.П. Кураков пирки те сӑмах пуҫарнӑ. Вӑл авторсен ушкӑнне хӑй суйласа илнӗ ҫынсене кӑна кӗртсе хӑтлавсенче хытӑ кӗрленӗ иккен. Академик тӗрлӗрен чаплӑ ятсем мӗнле майпа илсе тултарни, ҫӗршер наука ӗҫӗ мӗнле майпа пичетлесе кӑларма пултарни пирки те сӑмах пуҫарнӑ.

#энциклопедисем, #хаклавсем, #кӗнекесем, #культура, #экологи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери Тургай // 3463.5.4961
2020.05.28 04:06
Малинмҫалина:
Тьфу сан ҫине ышо рас!
Тавай-ха, моҫкӑ, кав-кав! Ту. Итлесен савӑнам! Хуть ҫав усси пултӑр санран.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай.89288555480.
Аякри // 2017.82.9659
2020.05.28 11:19
Тавтапуçах, ентешĕмсем, выр хытса ларичченех култаратăр))
Алибасов // 1169.60.7269
2020.05.28 20:04
Хура юнлисем пирки, Çерçи, ма шарламастăн? Вĕсем Нюренберг процесĕ тăвасшăн иккен. Шутлар: эс каланинче фаш-ма тÿрре калани çук-и? Валери, урăлсан кун пирки кумекать ту-ха. Вăйăран вăкăр ан тухтăр. "Унти" юлташусем сана пулăшаççĕ-ши?
Аякри // 2362.10.6518
2020.05.28 21:29
Атьсемĕр, çитет вăрçса, чарнăр-ха, тархасшăн. Кашни хăй шухăшне каларĕ, тек шала кĕрсе ан кайăр.Эсир те, админ, тархасшăн, тек комментарийĕсене та ан пичетлĕр ку Каллин-маллинпа Алибасовăнне те, Туркайăнне те. Лăпланччăр кăштах, ытла та хĕрсе кайнă атту киккирикĕсем.
Валери Тургай // 3740.26.8142
2020.05.29 04:07
Мӗн, сана та пырса тиврӗ-им, бабасов?
Фашизма тӳрре кӑларнине шыран-ха апла, -- -- --? Маттур! Инҫе каян! Эх, мӗн тери ҫитмест сана 37-мӗш ҫул!
Валери Туркай.
2020.05.29 09:01
Аксар Чунтупай
Хĕрсе ан кайăр, тăванăмăрсем! Картран тухса каятăр! Лăпланăр... Тавлашмалли кунта тусан пĕрчи пысăкăш та çук...
Валери Тургай // 2681.75.7836
2020.05.29 10:16
Тӗрӗсех,Аксар!
Вӗсем-ҫке-ха аноним пулнине нӗрсӗррӗн усӑ кураҫҫӗ.
Анонимсем вара вӗсем ҪЫНСЕМ мар - фонтомсем кӑна.
Agabazar // 2973.86.0264
2020.05.29 12:31
Agabazar
Теме пула кунта комментарисене пухса пымаççĕ иккен.
Алибасов // 1406.72.2805
2020.07.14 07:50
Аха, 37-мĕш çула аса илен-ха! Вăл енне кайсан сан унашкалли пĕр-ик асаилÿ кĕнеки çырмалăх та пуçтарăннă пуль. "Эп стукач пулнă пулин те никама та лартман", - тениех мĕне тăрать.
Алибасов // 1458.80.4917
2020.07.31 11:33
Ку сан шутупа, Туркай. Анчах автор прависене хÿтĕлекен саккун пур, ун тăрăх, кирек-мĕнле хайлава та хăв ятупа е псевдонимпа пичетлеме ирĕк пур, тата ăна ятна кăтартмасăрах кăларма пултаратăн. Хайлав шутне кĕске реплика та кĕрет. Апла эс, Воробьев-Çерçи-Туркай уссăрах чĕриклетен. Хăвăн çине пăхсам малтан.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем