Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Асамлӑ хӗҫ» комикссен ӑмӑртӑвӗ малалла тӑсӑлать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 18.01.2013 17:10 | 1907 хут пӑхнӑ
Ширяева Наташӑпа Сергеева Даша комиксӑн пӗр пайӗ
Ширяева Наташӑпа Сергеева Даша комиксӑн пӗр пайӗ

Ку ӑмӑртӑва эпир пӗлтӗрех пуҫласаччӗ, анчах, шел те, шкулсене ҫитерме май пулманран ӗҫсене сахал ярса пачӗҫ — конкурс пирки пирӗн сайтра паллашнисем ҫеҫ хутшӑнчӗҫ ун чухне. Ҫавӑнпа та «Асамлӑ хӗҫ» комикссен ӑмӑртӑвне эпир малалла тӑсас терӗмӗр!

Ярса панӑ ӗҫсене кунта вырнаҫтартӑмӑр. Эсир Ширяева Наташӑпа Сергеева Дашӑн (Канаш), Парфирьев Павел, Григорьева Ксения, Антонова Юлия, Смирнова Светлана, Иванова Дарья (пурте — Шупашкартан) ӑсталанӑ комикссемпе паллашма пултаратӑр. Енчен те эсир ярса панӑ ӗҫ вӗсен хушшинче ҫук пулсан — тепӗр хут ярса парӑр (мӗн пуррине пӗтӗмпех вырнаҫтарса).

Ӑмӑртӑва пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ҫӗр-шыв историне тӗпчесе тишкерес, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев латрасшӑн.

Конкурса 18 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр ӗҫе темиҫен пӗрлешӗнсе тума та юрать: пӗри, сӑмахран, сюжет хатӗрлет, тепри — хитре ӳкерет, виҫҫӗмӗшӗ калаҫу сӑмахӗсене йӗркелет.

Сюжет хӗҫпе тата историпе ҫыхӑнмалла. Комикс сюжетне уҫса пама 2 листаран (кашни А4 пысӑкӑш) кая мар усӑ курмалла. Хут листин пӗр енӗ таса юлмалла. Ӗҫе хатӗрленӗ май хуть те мӗнле техникӑпа усӑ курма юрать — кӑранташ, калем, фломастер, гуашь, пастель, кӑмрӑк кӑранташӗ т. ыт.

Ӗҫсене 2013 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен йышӑнатпӑр. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне палӑртӑпӑр. Ӑмӑртун тулли положенийӗпе кунта паллашма май пур.

Хатӗр комикссене сканерласа (енчен те ӑна алӑпа ӳкернӗ пулсан) comix@chuvash.org электрон адреспа ярса памалла. Кӗтетпӗр!

#ӳнер, #ӑмӑртусем, #Асамлӑ хӗҫ, #Шупашкар, #Канаш

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем