Культура
![]() Шупашкар урамӗсене «100 выдающихся людей Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн мухтавлӑ 100 ентешӗ) арт-проект илемлетӗ. Асӑннӑ Пӗтӗм Раҫҫейри проектпа килӗшӳллӗн Шупашкарти ҫуртсем ҫине паллӑ ҫынсемпе паллаштаракан баннерсем вырнаҫтарӗҫ. Унта паллӑ ҫынсен ӳкерчӗкӗ тата вӗсем ҫинчен каласа кӑтартакан илемлӗ текст вырӑн тупӗ. Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр ӳкерчӗкпе пӗр ҫӗрте ҫеҫ усӑ курӗҫ. Чӑваш наци музейӗн тата Чӑваш патшалӑх художество музейӗнчи картинӑсемпе портретсене суйласа вӗсен копийӗсене хатӗрленӗ. Вӗсемпе те хула ҫыннисене паллаштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |