Сывлӑх
![]() Иртсе кайнӑ талӑкра пирӗн республикӑра кӑшӑлвируслӑ тепӗр 58 ҫынна тупса палӑртнӑ. Паян ирзи 10 сехет те 30 минут тӗлне кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ 20 ҫынна пульницӑран кӑларнӑ. Ҫапла вара пандеми пуҫланнӑранпа 2920 ҫын чирлесе сывалнӑ. COVID-19 Чӑваш Енри 32 ҫын пурнӑҫне татнӑ. Вилекенсен ҫулне, вӗсем миҫерине мӗншӗн пӗлтерменнине Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Инстаграмра уҫӑмлатнӑ. «Вилнисен тӑванӗсене хисепленӗрен эпир пурнӑҫран уйрӑлнисен ҫулне, ытти чир-чӗрне, вӗсем кам пулнине кӑтартмастпӑр», — тенӗ Олег Николаев. Маларах вилекенсен ҫулне, вӗсем епле чир-чӗрпе чирленине ҫыратчӗҫ. Халӗ республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви кун пирки хыпарлама пӑрахрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |