Персона
![]() Паян, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Станислав Ильин 70 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ӑна поэт-юрӑҫ, публицист, редактор, халӑх пултарулӑхне аталантаракан евӗр пӗлеҫҫӗ. Вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Н. Талвир ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ, юрӑ ҫыракансен Аристарх Орлов-Шуҫӑм ячӗллӗ конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи. Станислав Ильин Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ Сӑкӑтри ял хорӗн ертӳҫи Петр Ильин пулнӑ. Станислав Петрович И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Ялти клуб пуҫлӑхӗнче, вӗрентекенте, Чӑваш радиора музыка программисен редакторӗнче, Республикӑн халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче информаципе аналитика пайӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |