Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Асамлӑ хӗҫ» комикс ӑмӑртӑвне ҫӗнӗ ӗҫ килчӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.02.2013 19:20 | 1758 хут пӑхнӑ

«Асамлӑ хӗҫ» комиксен ӑмӑртӑвне тӑснӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш ӗҫ килчӗ. Вӑл Патӑрьелти 1-мӗш шкулта вӗренекен Наташа Шапкинӑран ҫитрӗ.

Хӑйӗн ӗҫӗнче Наташа пилӗк юлташ ҫулҫӳреве тухса асамлӑ хӗҫ шыраса тупни ҫинчен каласа парать. Аптраман туссем усала та тӗл пулаҫҫӗ, унӑн пуҫне касса пӑрахаҫҫӗ. Хӑйӗн комикссӗнче Наташа туслӑх, пӗр-пӗрне пулӑшассине, ҫуралнӑ ҫӗршыв тӑванрах пулнине кӑтартма пултарнӑ.

Шкул ачисем! Пирӗн ӑмӑртӑва эсир те хутшӑнма пултаратӑр! Вӑхӑчӗ пур — сирӗн ӗҫсене эпир акан 30-мӗшӗччен кӗтетпӗр! Конкурса 18 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр ӗҫе темиҫен пӗрлешӗнсе тума та юрать: пӗри, сӑмахран, сюжет хатӗрлет, тепри — хитре ӳкерет, виҫҫӗмӗшӗ калаҫу сӑмахӗсене йӗркелет.

Сюжет хӗҫпе тата историпе ҫыхӑнмалла. Комикс сюжетне уҫса пама 2 листаран (кашни А4 пысӑкӑш) кая мар усӑ курмалла. Хут листин пӗр енӗ таса юлмалла. Ӗҫе хатӗрленӗ май хуть те мӗнле техникӑпа усӑ курма юрать — кӑранташ, калем, фломастер, гуашь, пастель, кӑмрӑк кӑранташӗ т. ыт.

Хатӗр комикссене сканерласа (енчен те ӑна алӑпа ӳкернӗ пулсан) comix@chuvash.org электрон адреспа ярса памалла.

#ӳнер, #Асамлӑ хӗҫ, #ӑмӑртусем, #Патӑрьел, #Патӑрьел районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем