Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Виталий Петрович Станьяла Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе чысларӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.08.2020 20:14 | 1791 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Виталий Петровича медальпе чысланӑ самант
Виталий Петровича медальпе чысланӑ самант

Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан чылай хастара Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе чысларӗ. Вӗсен шутӗнче Виталий Петрович Станьял та пулчӗ.

Ҫавӑн пекех Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсене те медальпе чысларӗҫ. Вӗсен шутӗнче Эдуард Бахмисов, Петр Ивантаев, Олег Мустаев, Алексей Леонтьев, Геронтий Никифоров, Зоя Яковлева, Николай Лукианов, Анатолий Ухтиаров тата ыттисем пулчӗҫ.

Чыслав Чӑваш наци музейӗн пысӑк залӗнче иртрӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев, чӑваш ҫыравҫи Анатолий Кипеч, Чӗмпӗр Ен чӑвашӗсен автономине ертсе пыракан Олег Мустаев тата ыттисем пулчӗҫ. Анатолий Кипеч, сӑмахран, республикӑмӑрӑн тӗп хулинче чӑвашлӑх сахалланса пыни пирки чарӑнса тӑчӗ, Олег Алексеевич ку ыйту тавра ӗҫлени пирки пӗлтерчӗ.

Аса илтеретпӗр, чӑвашлӑхшӑн самай вӑй хунӑ Виталий Петровича кӑҫал ҫавӑн пекех «Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫынни» ята та панӑччӗ. Ку вӑл ҫу уйӑхӗнче пулса иртрӗ. Каласа хӑвармалла, Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче ҫуралнӑ Виталий Петрович кӑҫал 80 ҫул урлӑ каҫрӗ.

#политика, #Элтепер, #ЧНК, #чыславсем, #Станьял, #Шупашкар, #наци музейӗ

 

Сӑнсем (28)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери Туркай // 1691.22.2430
2020.08.06 05:01
Аранах! Саламлатӑп Виталий Петровича!
Тата Тимӗр Тяпкина тав тӑватӑп! Вӑл ҫине тӑман пулсан, хӑшпӗр этемккесене пула В.П. медальсӗрех юратчӗ.
Тавах, Тимӗр! Маттур эс!
Валери Туркай
Тимер // 2227.6.7431
2020.08.06 08:05
Аран-аран ку медале памалла тума лекрӗ.Хайне конгресс медаль илекенсен списокне кӳртменнине пӗлсен нимте тӗлӗнмерӗ.Хӑнӑхнӑ тахçанах терӗ.Кирлĕ мар.Кун пек юрамасть тесе хăйне систермесĕр документсене хатĕрлесе çӳле леçсе пама лекрĕ.Кайран та темиçе хутчен пысăк чиновниксеме калаçни-ăнлантарнин усси пулчĕ хăть.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем