Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.0 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Психиатри пульницинче – ҫӗнӗ тӗп врач

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 10.09.2020 21:09 | 165 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Паян, авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов Республикӑн психиатри пульницин коллективне ҫӗнӗ ертӳҫӗпе паллаштарнӑ. Тилхепене Владимир Дубова шаннӑ. Вӑл маларах сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑччӗ.

Владимир Дубов 1999 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унтан асӑннӑ аслӑ шкулӑн ординатуринче ӑс пухнӑ. РФ Халӑх хуҫалӑхӗн академийӗнче сывлӑх сыхлас ӗҫри менеджмент енӗпе вӗреннӗ. 2017 ҫулта Шупашкарти коопераци институтӗнче экономика магистрӗн степеньне илнӗ.

2008-2014 ҫулсенче Владимир Дубов Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин тӗп врачӗн ҫумӗ, 2014-2017 ҫулсенче Шупашкар районӗн тӗп врачӗнче, кайран Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче тӗп врачра ӗҫленӗ. Кайран республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ, 2018 ҫулти утӑ уйӑхӗнче ӑна министр ҫумӗ пулма шаннӑ.

#тухтӑрсем, #персона, #Сывлӑх сыхлав министерстви, #тӳре-шара, #пульницӑсем, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Шупашкар районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Владимир Викторова ӗҫрен кӑларнӑ
2020, 02, 11
Аслӑк ҫинчен ӳкнӗ
2020, 04, 10
Кӳкеҫри стационара кӑшӑлвируса пула хупнӑ
2020, 04, 23
Тухтӑрсене ирӗксӗр кантараҫҫӗ-и?
2020, 04, 28
Тӑхӑрвуннӑрисем те аэробикӑпа туслашӗҫ
2020, 06, 17

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org