Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Йӗкӗрешне ҫӗҫӗпе чикнӗ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 18.09.2020 06:53 | 178 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Эх, эпир, мӑнтарӑн этемсем! Пӗрре килекен пурнӑҫа та йӗркеллӗ пурӑнса ирттерме пӗлместпӗр тесси ҫеҫ юлать кун пек пӑтӑрмахсем пирки пӗлсен.

Муркаш районӗнче пурӑнакан вӑйпитти арҫын йӗкӗрешӗн пуҫне ҫинӗ. Ҫакна суд тусах хальлӗхе ҫирӗплетмен-ха. Анчах пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ ӗнтӗ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхи 20 сехет тӗлӗнче Муркашра пулса иртнӗ. 41 ҫулти арҫын йӗкӗреш тӑванӗпе пӗр хваттерте пурӑннӑ. Ӳсӗрскер тӑванӗпе урлӑ илнӗ, ӑна ҫӗҫӗпе чӗри тӗлӗнчен чикнӗ. Шар курни кӑштахран вилсе кайнӑ.

Тӑванне ҫӗҫӗпе чикнӗ тесе арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, тӗпчев малалла пырать.

#Муркаш, #пуҫиле ӗҫсем, #пӑтӑрмахсем, #ӳсӗрсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ӳсӗр арҫын ют машинӑпа инкеке лекнӗ
2020, 01, 30
Инспекторсене хӗненине Чӑваш Ен ертӳҫи те хурланӑ
2020, 05, 05
Пакунлипе тытӑҫнӑ
2020, 06, 04
Ывӑлне хӗненӗ, арӑмне вӗлерессипе хӑратнӑ
2020, 07, 22
Ывӑлне хӗненӗ, арӑмне вӗлерессипе хӑратнӑ этеме айӑпланӑ
2020, 09, 08

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org