Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.0 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Ҫӗнӗ Выҫлинче пурӑнакансем автобуссӑр нушаланаҫҫӗ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 20.09.2020 16:57 | 179 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнче пурӑнакансем Канаша автобус ҫӳременнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Ҫак ыйтӑва вӗсем Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ҫырса янӑ. Ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Олег Алексеевич патне вӗсем унччен те шӑрҫаланӑ. «Икӗ уйӑха яхӑн иртрӗ. Маршрут уҫӑлмарӗ», – пӑшӑрханаҫҫӗ ҫӗнӗ выҫлисем.

Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ял ҫыннисен Канаша такси е уйрӑм ҫынсен машинисене тытса кайса килме тивет.

Олег Николаев хуравланӑ тӑрӑх, «Канаш–Ҫӗнӗ Выҫли» маршрутпа пассажирсене турттаракана палӑртма республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви конкурс ирттернӗ, анчах унта хутшӑнакан тупӑнман. Юпа уйӑхӗнче конкурса ҫӗнӗрен йӗркелеме палӑртаҫҫӗ.

#Йӗпреҫ районӗ, #Ҫӗнӗ Выҫли, #Канаш, #транспорт, #ҫул-йӗр, #Транспорт министерстви

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CFNFpMJgxM2/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кӳкеҫсене тулли транспорт тата ҫул укҫи пӑшӑрхантарать
2019, 12, 04
Канашран Крыма пуйӑс ҫӳрӗ
2020, 02, 24
Транспорт канмалли кун графикӗпе ҫӳрӗ
2020, 03, 28
Автобуссем ҫӳреме пуҫлӗҫ
2020, 06, 06
Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен транспорта тӗрӗсленӗ
2020, 08, 28

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org