Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Сывлӑх
![]() gp2dzm.ru сӑнӳкерчӗкӗ Маска тӑхӑнман ҫынсене мобильлӗ ушкӑнсем ятарлӑ приложенире шута илсе пыраҫҫӗ. Йӗрке пӑсакансене шута илме Чӑваш Енри IT-специалистсем пӗрлехи тытӑм хатӗрленӗ. «Мобильлӗ ушкӑнсен маршрутне вырӑнти пуҫлӑхсем йӗркелеҫҫӗ. Йӗркене пӑсакансене тупса палӑртсан ятарлӑ приложенире шута илме, сӑн ӳкерчӗксем вырнаҫтарма пулать. Ҫавӑ судра усӑ курма та кирлӗ», — тесе ӑнлантарнӑ Чӑваш Ен информаци политикин министрӗ Михаил Анисимов. Мобильлӗ приложенипе пурин те ӗҫлеме тӑрӑшмалла. Лайӑххипе Етӗрне, Красноармейски районӗсене, Улатӑр, Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене палӑртнӑ, начаррипе — Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Комсомольски районӗсене тата Ҫӗмӗрлепе Канаш хулисене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |