Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑвашла кӗнекесен шучӗ йышланӗ

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Таисия Ташней 22.12.2020 19:54 | 986 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫитес ҫул пирӗн республикӑра чӑвашла кӗнекесем кӑларасси йышланӗ. Ҫакӑн пирки социаллӑ пӗлтерӗшлӗ литература кӑларассипе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче калаҫнӑ.

Унта Чӑваш кӗнеке издательствин гендиректорӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Татьяна Журавлева сӑмах илнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулта издательствӑра тӗрлӗ ятпа 102 кӗнеке 145 пине яхӑн тиражпа пичетленӗ. Вӗсенчен 53 кӑларӑмне кӑларма патшалӑх пулӑшнӑ.

2021 ҫулта тӗрлӗ ятпа 52 кӗнеке пичетлеме палӑртнӑ, вӗсенчен 18-шӗ чӑвашла пулӗ, 19-шӗ — вырӑсла тата чӑвашла, 15-шӗ — вырӑсла. Сӑмах май, Шупашкарта ҫуралнӑ, Мускавра ӗҫленӗ, халӗ унтах пурӑнакан Надежда Павлова балерина ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалласа та кӗнеке пичетлӗҫ.

#чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #кӗнекесем, #кӗнеке издательстви, #культура, #Мускав, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 8976.2.9812
2020.12.23 19:24
Кӗнеке кӑларасси йышланӗ... Тарла-тарла шутларӑм, мӗн каланине ӑнланаймарӑм.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем