Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Еврей автономи облаҫӗнчи арҫын кашкӑр амине ҫара аллӑн пӑвса пӑрахнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.01.2021 00:42 | 951 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре
Inosmi сайтӗнчен илнӗ сӑн
Inosmi сайтӗнчен илнӗ сӑн

Еврей автономи облаҫӗнчи Ленин районне кӗрекен Ҫӗнӗ Троицк ялӗнчи пӗр фермера чутах кашкӑр ами ҫурса тӑкман, телее вӑл ӑна нимсӗр-мӗнсӗрех ҫӗнтерме май тупнӑ.

Тискер кайӑк вӑрмантан кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче тухнӑ. Видеосӑнав камерисем кӑтартнӑ тӑрӑх вӑл килти выльӑхсене хӑваланӑ. Кашкӑр ами малтан икӗ йытта пӑвса пӑрахнӑ, лашана хытӑ ҫыртса пӗтернӗ, ун хыҫҫӑн вара арҫынна тапӑнма пуҫланӑ. Пӗр хут вӑл ӑна ҫыртса илме те май тупнӑ. Фермер хирӗҫ тӑма пуҫланӑ — ҫапла май вӑл тискер кайӑка ҫара алӑпах пӑвса пӑрахнӑ.

Ҫак ӗҫ пулса иртнӗ хыҫҫӑн ялта пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхе урса каясран вакцинӑланӑ. Кашкӑр амин юнне тата тирне илсе вӗсене тӗпчеме лабораторие ӑсатнӑ. Тапӑннӑ арҫын сывлӑхӗ мӗнлерех пирки информаци хатӗрӗсем пӗлтермеҫҫӗ.

#урнӑ чир, #Ҫӗнӗ Троицк, #Еврей автономи облаҫӗ, #кашкӑрсем, #Раҫҫейре

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем