 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
Нумай пулмасть «Дети Ра» литературӑпа илемлӗх журналӗнче (Сарӑтура никӗсленнӗ, Мускавра тухать) Ева Лисина хатӗрленӗ «Плач по брату» (чӑв. Пиччешӗн хӳхлесе) кӗнекен хаклавӗ тухнӑ. Ӑна журналӑн кӑҫалхи 1-мӗш номерте пичетленӗ.
Сергей Бирюков хӑйӗн хаклавӗнче кӗнекене питӗ аван мелпе хатӗрлени пирки палӑртнӑ — Генадий Айхин йӑмӑкӗсен тексчӗ те, ӳкерчӗкӗсем те пӗр-пӗринпе питӗ килӗшӳллӗн вырнаҫни пирки ҫырнӑ.
Аса илтерер, «Плач по брату» кӗнеке-альбом 2020 ҫулта «ПрофБизнесПечать» издательствӑра тухнӑ. Унта Ева Лисинӑн хӳхлев тексчӗсем тата Луиза Николаевна Юманккан ӳкерчӗкӗсем вырнаҫнӑ. Кӗнекене вӗсем хӑйсен пиччӗшне, Геннадий Айхине халалланӑ. Умсӑмахне Атнер Петрович Хусанкай ҫырнӑ.
Сергей Бирюков — сӑвӑҫ, филолог, культуролог, саунд-поэт, перформер, вырӑс авангарчӗн тӗпчевҫи тата теоретикӗ. Берлинри Пӗтӗм тӗнчери литература конкурсӗн, Берлинри Иккӗмӗш лирикспартакиадӑн тата А.Кручёнов ячӗллӗ Пӗтӗм Тӗнчери литература премийӗн лауреачӗ; М. Волошин ячӗллӗ поэзи конкурсӗн дипломанчӗ; «XXI ӗмӗрти ҫыравҫӑ» преми лауриачӗ. Зауми Академийӗн никӗслевҫи тата президенчӗ. Филологи ӑслӑхӗсен кандидачӗ, культурологи тухтӑрӗ, Вырӑс ПЕН-центрӑн тата XXI ӗмӗрти ҫыравҫӑсен союзӗн пайташӗ.




