Хулара
![]() transphoto.org сайтри сӑн Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗ Шупашкара тата Ҫӗнӗ Шупашкара троллейбуссем парасси пирки йышӑну тунӑ. Шупашкара 2020 ҫулта туса кӑларнӑ 8 троллейбус лекнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкара вара 2 транспорт панӑ. Шупашкара панӑ 8 троллейбус пӗтӗмпе 125 миллион ытла тенке кайса ларнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкара лекнӗ ҫавнашкалах 2 транспорт 31 миллион ытла тенкӗ тӑрать. Чӑваш Енре пӗтӗмпе Ӗпхӳре туса кӑларнӑ 68 пулмалла. Савутра кӑшӑлвирус инфекцийӗ сарӑлнине пула ку ӗҫе вӑхӑтра тӑвайманнине сайтра хыпарланӑччӗ. Палӑртмалла: Чӑваш Ен троллейбус паркне ҫӗнетме федераци хыснинчен 1,17 миллиард тенке тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |