Вӗренӳ
![]() Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ӗҫченӗсем те конкурсра ҫӗнтернӗ. чгсха.рф сӑнӳкерчӗкӗ «Чӑваш Республикинчи чи лайӑх ҫамрӑк ученӑй» тата «Ҫулталӑк аспиранчӗ – 2020» республика конкурсӗсене пӗтӗмлетнӗ. Естествӑлла наукӑсен енӗпе ҫулталӑкри аспирант ятне Чӑваш патшалӑх аграри университетнчи Татьяна Иванова тивӗҫнӗ, гуманитари енӗпе — И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи Наталья Ярабаева. Естествӑлла наукӑсен енӗпе ҫулталӑкри чи лайӑх ҫамрӑк ученӑй — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн органика тата фармаци химийӗн кафедрин доценчӗ Михаил Беликов; техника науки енӗпе — ЧПУн прикладной механикӑпа графика кафедрин заведующийӗ Сергей Васильев; социогуманитари наукисен енӗпе — ЧПУн публика правин кафедрин аслӑ преподавателӗ Гульназ Гайнетдинова: ветеринари науки енӗпе — Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн морфологи, акушерство тата терапи кафедрин доценчӗ Дмитрий Никитин; чи лайӑх ҫамрӑк ученай-тӗпчевҫӗ — Владимир Дементьев, «Химпром» предприятин технологи пайӗн ертсе пыракан специалисчӗ; чи лайӑх ҫамрӑк ученӑй-практик — Дмитрий Михайлов, Шупашкарти электроаппаратура савучӗн конструктор бюровн пуҫлӑхӗ. ЧПУра «Физикӑпа астронми» енӗпе вӗренекен Дарья Ануфриевӑна хӑйӗнпе паллаштаракан чи лайӑх хӑтлав хатӗрленӗшӗн палӑртса та хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |