Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ҫамрӑксен театрӗнче премьера кӑтартӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 10.02.2021 04:53 | 1082 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫак кунсенче ҫӗнӗ ӗҫе сцена ҫине кӑларма хатӗрленнӗ май артистсем хӗрсех репетици ирттереҫҫӗ.

Культура учрежденийӗнче «Манӑҫми туйӑмсем» камите куракан патне ҫитересшӗн. Пьеса авторӗ тата спектакле лартаканӗ – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Вячеслав Оринов.

Сюжета сӑпайлӑ та шанчӑклӑ Спиридон тавра йӗркеленӗ. Ҫуралнӑ кунне хатӗрленнӗ май арҫыннӑн хӗрӗ ашшӗнчен вӑрттӑн йыхрав хучӗсем ӑсатать. Вӑл ӑна савӑнтарасшӑн. Ара, арҫын хӗрне пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ-ҫке.

Тӗп роле Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Василий Павлов калӑплӗ. Спектакле шӑпах ӑна халалланӑ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл 70 ҫулхине уявлӗ. Пултаруллӑ сцена ӑстине халӑх питӗ юратать.

Премьерӑна нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче кӑтартма палӑртнӑ.

#культура, #артистсем, #спектакльсем, #театрсем, #юбилейсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2824.69.6146
2021.02.10 14:08
Agabazar
Чăваш чĕлхинче комедия мар, комеди теççĕ пуль ĕнтĕ
Хуларан // 2664.27.8672
2021.02.11 16:17
Камит тес пать

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем