Республикӑра
![]() sochistream.ru сайтри сӑн 2020 ҫулта Чӑваш Енре килсӗр чӗрчунсене тытма, вӗсене пӑхма хыснаран 6 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Пӗлтӗр республикӑра 573 чӗрчуна тытнӑ. Шупашкарта – 332, Канашра – 136, Ҫӗмӗрлере – 38, Тӑвай районӗнче – 9, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче – 8, Канаш районӗнче 32 чӗрчуна тытнӑ. Пӗр чӗрчуна тытмашкӑн 6093,7 тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Кӑҫал хыснаран уйӑракан укҫа виҫине пысӑклатма палӑртнӑ, 8,9 миллион тенке ҫитересшӗн. Килсӗр чӗрчунсене курсан вырӑнти администрацие кайса заявка ҫырмалла. Вӗсем вара чӗрчунсене тытакан организаципе килӗшӳ тӑваҫҫӗ. Сӑмах май, нумаях пулмасть, пушӑн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта ҫапкланчӑк йытӑ хӗрарӑма тапӑнса уринчен вӑйлах ҫыртса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |