Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Асамлӑ хӗҫ» ӑмӑртӑвӑн пӗтӗмлетӗвӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.05.2013 21:43 | 2093 хут пӑхнӑ

Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ шкул ачисем хушшинче ирттернӗ «Асамлӑ хӗҫ» комикссен ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫак конкурса пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ҫӗршыв историне тӗпчесе тишкерес, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев лартсаччӗ.

Ӑмӑрту темине тӗрӗс те ӑнлануллӑ палӑртма пултарайманран хутшӑнакансене эпир икӗ ушкӑна пайларӑмӑр: пӗринче хӗҫпе ҫыхӑнтарса ӳкернисем пулчӗҫ, тепринче — ыттисем. Хаклав ӗҫне пилӗк ҫын хутшӑнчӗ: Владимир Андреев (Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗн ертӳҫи); Владимир Карсаков («Салам» студин ертӳҫи); Надежда Иванова (Чӑваш республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ); Владислав Николаев («Тантӑш» хаҫатӑн тӗп редакторӗ); Николай Плотников (Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ). Хак панӑ чухне 5 баллӑ системӑпа усӑ курса. Вырӑнсене палӑртма пур хаклавҫӑсен те пӗтӗмлетӗвӗсене илсе вӑтам балл тупса, кайран вара историпе кӑшта пулин ҫыхӑннӑ ӗҫсене 1 балл хушса парса. Хаклав хучӗсемпе (кам епле хакланӑ) кунта пуллашма пулать. Пӗтӗмлетӳ хучӗ кунта.

Вырӑнсем вара ҫак ачасене лекрӗҫ:

Хӗҫпе ҫыхӑннисем:

1-мӗш вырӑн — Антонова Анна, Галкина Дина (9 кл.) /Комсомольски районӗ, Комсомольскинчи 1-мӗш вӑтам шкул; Ертӳҫӗ: Гордеев Владимир Геннадьевич/.

2-мӗш вырӑнсем — Ширяева Наташа, Сергеева Даша (8кл) /Канаш хулин 10-мӗш вӑтам шкулӗ/ тата Иванова Дарья (5а кл.) /Шупашкар хули, 4-мӗш гимнази/.

3-мӗш вырӑнсем — Шапкина Наташа (8 кл.) /Патӑрьелӗнчи 1-мӗш вӑтам шкул/, Хохлов Евгений (4 кл.), Вазин Сергей (2 кл.) /Хӗрлӗ Чутай районӗ, Питӗркасси шкулӗ/ тата Ананьева Марина (8 кл.) /Шупашкарти 37-мӗш шкул/.

Хӗҫпе ҫыхӑнманнисем:

1. Ефремова Анастасия (8 кл) — Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырма шкулӗ;

2. Захаров Зиновий (11 кл.), Митрофанова Анна (9 кл.) — Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль вӑтам шкул;

3. Семёнова Екатерина (6 кл.) — Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш вӑтам шкулӗ.

Пур ҫӗнтерӳҫӗсене те саламлатпӑр!

Вырӑн йышӑннисене хисеп хучӗпе, ыттисене ӑмӑртӑва хутшӑннине ӗнентерекен хутпа тивӗҫтеретпӗр. Вӗсене электрон майпа ярса парӑтӑр, илмешкӗн ҫак адреспа ҫырӑр: comix@chuvash.org.

#Канаш районӗ, #Комсомольски, #Комсомольски районӗ, #Питӗркасси, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Патӑрьел, #Канаш, #Шупашкар, #шкул ачисем, #ӳнер, #комикссем, #ӑмӑртусем, #Асамлӑ хӗҫ, #Анаткас Уҫырма, #Елчӗк районӗ, #Ҫирӗклӗ Шӑхаль, #Тӑвай районӗ, #Тӑрмӑш

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем